Василий Кервен Александр Пушкин пултарулӑхне шкулта вӗреннӗ чухнех тӗпчеме пуҫланӑ. Вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене классике чӑвашла куҫарттарнӑ. Ун хыҫҫӑн сумлӑ поэтӑн сӑввисем патне пӗрре мар таврӑннӑ Василий Гаврилович. Ҫакӑ ӑна каярах Коопераци институтӗнче студентсене вӗрентнӗ чухне те кирлӗ пулнӑ. Пӗлтӗр вара Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ӑна Пушкин сӑввисене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Вӑл пысӑк яваплӑха туйса ӗҫе пикеннӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсене сӑвӑсене кӗнеке калӑпласа кӑларма кӑмӑллӑ пулнӑ. Вӗсем кашни йӗркине канашласа ырланӑ. Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров та кӗнекене пысӑк хак пачӗ, вӗрентекенсен ятӗнчен тава турӗ. Александр Пушкина чӑвашла ку таранччен темиҫе автор та куҫарнӑ. Вӗсене, паллах, вулакансем хаклӗҫ. Василий Кервенӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулса тухнипе вара пурте килӗшрӗҫ.
Кӗнеке 600 экземпляр тиражпа тухнӑ. Вӗсенчен ҫуррине ытла Культура министерстви библиотекӑсем валли туяннӑ. Сӑмах май кӑҫал Василий Кервен 75 ҫул тултарчӗ. Ҫапла вӑл хӑйне те, хӑйӗн пултарулӑхне кӑмӑллакансене те чаплӑ парне турӗ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов