Вӑрнарта Правительство кунӗ иртрӗ

Чӑваш Республикин аталану программипе килешӳллӗн, Вӑрнар тӑрӑхӗнче 2030-мӗш ҫулччен 3 миллиард та 700 миллион тенкӗлӗх 148 проект пурнӑҫа кӗртмелле. Вӗсем коммуналлӑ хуҫалӑха, ҫул-йӗрпе строительство, сывлӑх сыхлавӗпе экологи, вӗренӳпе культура тата ытти пӗлтерӗшлӗ тытӑмсене пырса тивеҫҫӗ. Кун пирки Вӑрнарта иртнӗ Правительство кунӗнче сӑмах пычӗ.

Вӑрнар тӑрӑхӗ - тухӑҫлӑ аталанса пыракан муниципалитетсенчен пӗри. Экономика рейтингӗнче вӑл республикпе 5-мӗш вырӑн йышӑнать. Муниципалитетра пӗлтерӗшлӗ вырӑнта - хими промышленноҫӗ, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх продукцине туса илесси тата ӑна тирпейлесси ӑнӑҫлӑ пулса пырать. Ҫакна цифрӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Округӑн мӗн пур тупӑшӗн 67 процентне аграри тытӑмӗ тивӗҫтерет. Ҫавӑнпа та малашне пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ калӑпӑшлӑ проектсенчен пӗри ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Ку тӑрӑхра Раҫҫейри сӑра кӑларакан пӗр компани хӑмла туса илессине аталантарма палӑртнӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан, "симӗс ылтӑн" пахчисен лаптӑкне муниципалитетра ҫитес пилӗк ҫулта 80 гектара ҫитерес тӗллевлӗ. Ҫавӑн пекех кунта хӑмла тирпейлемелли 2 цех хута ярасшӑн. Проект хакӗ 1 миллиард та 600 миллион тенкӗ. 

Тепӗр пӗлтерӗшлӗ проект та ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатмалла. Вӑл ватӑсемпе сусӑрсен пурнӑҫ майӗсене ырӑ енне улӑштармалла. Ҫак тӗллевпе муниципалитетра социаллӑ центрсем ӗҫлесе каймалла. Унсӑр пуҫне кадрсем хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫавна май вӗренӳ учрежденийӗсен сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑнмалла. 2030-мӗш ҫулччен пӗлӳ ҫурчӗсемпе общежитисене ҫӗнетме, вӗсен ҫумӗнчи лаптӑксене тирпей-илем кӗртме тӗллев лартнӑ. "Лучшие на селе" проектпа килӗшӳллӗн агроклассемпе агролабораторисем уҫӑлмалла. Ял хуҫалӑх тытӑмӗ валли специалистсем хатӗрлеме вӑтам тата аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан шкулсене тӗллевлӗ вӗренме ярасси пирки калаҫрӗҫ. Ҫемьесен тӗрлӗ ыйтӑвне таса пама нумай ӗҫ тумалли центрсем пулӑшмалла. Культура ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатассипе ҫӗнӗ проектпа анлӑрах усӑ курмаллине палӑртрӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессипе вырӑнти влаҫсене кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшчен аталану программи хатӗрлеме хушрӗ.

 

Леонид Петров, Денис Пахмутов, Михаил Солин