Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малтикас Ялтӑра ялӗнче ҫар ветеранӗсен республикӑри слечӗ иртрӗ

Пӗр-пӗринпе курнӑҫни хавхалантарать, ҫамрӑксемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулать, теҫҫӗ хастарсем.

Малтикас Ялтӑра ялӗ пӗрремӗш хут республика шайӗнчи ӗҫ-пуҫа йышӑнать. Вӑрнар тӑрӑхне Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫар ветеранӗсем килсе ҫитнӗ. Унччен виҫӗ ҫул ҫак ӗҫ-пуҫа Етӗрне тӑрӑхӗнче "Пограничное братство" пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Кӑҫал вара уява ҫар ветеранӗсен пуҫарӑвӗпе ирттернӗ. Вырӑнӗ те улшӑннӑ. Малтикас Ялтӑрана ахальтен мар суйланӑ. Ку ялтан Эдуард Матвеев - ветерансен пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Чечняри хирӗҫ тӑрӑва хутшӑннӑ.

Пурӗ слета 50 ытла ҫар ветеранӗ килсе ҫитрӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем те пулчӗҫ. Кӑҫал Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 35 ҫул ҫитрӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче интернационалла тивӗҫе Малтикас Ялтӑрари Виталий Павлов пурнӑҫланӑ. Хастарсене ятарлӑ медальпе чысларӗҫ.

Пӗр-пӗринпе курнӑҫни, обществӑлла ӗҫе хутшӑнни хавхалантарать. Ҫавӑнпа та слет программине анлӑ йӗркеленӗ. Хастарсем салтак пӑттипе те сӑйланчӗҫ. Спорт пайӗнче пӑшалтан тӗл перессинче, кире пуканӗ йӑтассинче, пулӑ тытассинче тупӑшрӗҫ. Ҫар ветеранӗсене мӑшӑрӗсем хавхалантарсах тӑчӗҫ.

Ҫитес ҫул та туслӑ ушкӑнпа пухӑнма калаҫса татӑлчӗҫ. Ырӑ йӑлана тӑсмаллах. Ҫитӗнекен ӑрӑва та патриотла ӗҫ-пуҫа явӑҫтараҫҫӗ. Кӑҫал Малтикас Ялтӑрара икӗ хутччен "Зарница" вӑййисем иртнӗ. Ӑна хастарсем пӗтӗмпех хӑйсен вӑйӗпе  йӗркеленӗ. Ҫамрӑксене ҫӗршыва юратма, хамӑр историне хисеплеме тата йӑла-йӗркене тытса пыма вӗрентеҫҫӗ.

 

Вероника Павлова, Алина Герасимова