Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Чупай ялӗнче пурӑнакан тыл ветеранӗ Мария Николаевна Михайлова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак сумлӑ кун ячӗпе ӑна регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламларӗ.
Мария Михайлова ир тӑлӑха тӑрса юлнӑ, мӗн ачаранах колхозра вӑй хунӑ. Ял хуҫалӑх техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Нумай ҫул хушши вӑрлӑх лабораторийӗнче, хӑмла пунктӗнче вӑй хунӑ. Халӗ Мария Николаевна хӗрӗпе пӗрле пурӑнать.
Вӑрмарти "Аквапром" предприяти ку тӑрӑхри промышленность аталанӑвне пысӑк витӗм кӳрет. Кунта гидроаккумуляторсемпе гидробаксем туса кӑлараҫҫӗ. Предприяти 4 пин тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Юлашки ҫулсенче заводра кӑларнӑ продукцин калӑпӑшӗ 6 хут, ӗҫлекенсен шучӗ те 5 хут ӳснӗ. Ҫакӑн йышши завод ҫӗршывӗпе те 4 ҫеҫ. Вӗсен йышӗнче "Аквапром" малтисен ретӗнче. Ҫитес 5 ҫулта завода аталантарма 450 миллион тенкӗ инвестици хывма палӑртаҫҫӗ.
Тӗп канашлу Вӑрмарти Культура керменӗнче иртрӗ. Республикӑн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программипе килӗшӳллӗн, округра 840 миллион тенкӗлӗх 13 инвестици тата 79 инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмелле. Вӗсем туризм, строительство, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, сывлӑх сыхлавӗ, физкультурӑпа спорт тата ытти пӗлтерӗшлӗ тытӑмсемпе ҫыхӑннӑ. Вӑрмар тӑрӑхӗ хӑмла ҫитӗнтерессипе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Ку ӗҫе аталантарассине малашне те пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Иртнӗ 5 ҫулти тӗп кӑтартусемпе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев паллаштарчӗ. Ҫак тапхӑрта 90 ҫухрӑм ҫул юсанӑ, тротуарсем тунӑ, 2 шкула, тӗп район больницин поликлиникине, Вӑрмарти канупа культура паркне хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗ футбол уйӗ хута янӑ тата ытти те. Тӗл пулӑва пӗтӗмлетнӗ май, Олег Николаев Вӑрмар тӑрӑхӗн ытти округсем пекех вӑйлӑ енӗсем пуррине, ҫав вӑхӑтрах тимлӗх уйӑрмалли ыйту та сахал маррине палӑртрӗ.
Канашлура ҫавӑн пекех Вӑрмар администрацийӗпе республикӑри 3 аслӑ шкул килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Ҫакӑ округра вӗренӳ заведенисен филиалӗсене уҫма май парӗ. Эппин ҫамрӑксем тӑван тӑрӑхрах аслӑ пӗлӳ илме пултарӗҫ.
Оксана Верликова, Святослав Петров