Карӑк аҫи хӳрине саркаласа мӑнаҫлӑн утса ҫӳрет. Чӑххисем ӑна асӑрхаманҫи тӑваҫҫӗ пулин те, вӑл ҫаплипех юрату юррине шӑрантарать. Заповедник специалисчӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пуҫламӑшӗнче карӑк автанӗ темиҫе хут сӑмсипе шаклаттарса илет, унтан хӑйӗн чӗтренчӗк сассипе юррине пуҫлать. Ҫак самантра карӑк аҫи 3-4 ҫеккунтлӑха тимлӗхне ҫухатать, таврари ытти сасса илтме пӑрахать. Ҫакна сунарҫӑсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫакӑнпа усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ахальтен мар вырӑсла карӑка глухарь теҫҫӗ. Вӑрманти чӗрчунсен пурнӑҫне ҫапла майпа сӑнама май пурри паха та пӗлтерӗшлӗ. Сӑнав камерисене заповедникре ыр кӑмӑллӑх фончӗ тата наци проекчӗсем пулӑшнипе вырнаҫтарнӑ.
Екатерина Фомина