Вӑрманкас Етӗрне ялӗ пирки ӗлӗкхи пӗр документра 16-мӗш ӗмӗр варринче асӑнса хӑварнӑ

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Етӗрнера ял уявне ирттересси йӑлана кéрсе пырать. Кáçалхипе ӑна 4-мéш хут йӗркелерӗҫ.

Вӑрманкас Етӗрнере 2022-мӗш çулта халӑх пуçарӑвӗн программипе кану паркӗ йӗркеленӗ. Халь вӑл кунта пурӑнакансен юратнӑ вырӑнӗ. Ял уявне те яланах çaкӑнта ирттереççӗ. Хальхинче те кунта Вӑрманкаc Етӗрнере пурӑнакансем, ялта çyралса ÿcce тӗрлӗ ҫӗре саланнисем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хӑнасем Патшалӑх истори архивӗнчи документсемпе паллашма пултарчӗç. 1911-мӗш çултанпа упранакан хутсенче хӑш çемьере миçе çын, миçe выльӑх пулнине çырса кӑтартнӑ. Вӑрманкас Етӗрне пирки ӗлӗкхи пӗр документра 1554-мӗш çулта асӑнса хӑварнӑ. Уява Николай Рыбаков ҫар ветеранӗ, пӗртӑвансем - Дмитрийпе Денис Гармонистовсем йӗркелеме шутласан, ял халӑхӗ тÿрех пулӑшма килӗшнӗ. Пӗтӗм ӗçe пӗрле тунӑ. Ял пурнӑçне уйрӑмах хастар хутшӑнакансем Етéрне муниципалитет округéн пуçлáхéн Станислав Трофимовӑн Тав çырӑвне тивӗçрӗç. Ку наградӑпа 6 çынна чысларӗç. Ача-пӑчана та уяв туса пачӗç. Вӗceне тӗрлӗ вӑйӑ выляттарчӗç, пылак çимӗçпе сӑйларéç. Ял халӑхӗ чáваш эстрада артисчӗсен юррисемпе савӑнчӗ.

 

Алена Артемкина