Вӑрман чӗрчунӗсене читлӗхре ӗрчетсе сунар ӗҫне аталантаракан ӑнӑҫлӑ тӗслӗх

Етӗрне тӑрӑхӗнчи "Ленинская искра" хуҫалӑхра иртнӗ ӗмӗртенпех выльӑхпа пӗрле тӗрлӗ тискер кайӑк та тытаҫҫӗ.

Аркадий Айдак ҫӗклесе янӑ хуҫалӑхра вӑрман чӗрчунӗсене ӗрчесе аталанма 100 гектара яхӑн лаптӑк уйӑрнӑ. Сунар ҫӗрӗсем вара 7 пин гектара та ҫитеҫҫӗ. Кунти ирӗкре халӗ пӑлансем, сӑвӑрсемпе хӑнтӑрсем, хир сыснисем пурӑнаҫҫӗ. Кӑштах сӑртлӑ вырӑнта ту качакисемпе яксем мӑнаҫланса ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫех хуҫалӑхри чӗрчун тӗнчи Алтай пакшисемпе пуянланӗ. Вӗсене хальлӗхе пӗр мӑшӑр кӳрсе килнӗ.

Кунтах хӑравҫӑ маралсем те пур. 9 ҫул каялла вӗсен шучӗ 7 пуҫ кӑна пулнӑ. Халӗ вара йыш 50 пуҫа ҫитнӗ. Ҫавах та, этемрен ютшӑнакан чӗрчунсем сайра хутра ҫеҫ куҫ тӗлне пулаҫҫӗ, ытларах чухне вӑрманта пурӑнаҫҫӗ. Кунта вӗсен рационӗ те пуян темелле. Апла пулин те, выльӑха тӑрантарма утти те, тырри те чылай каять. Кӗркунне чӗлхесӗр янаварсем купӑста ҫулҫине юратса ҫиеҫҫӗ. Уйрӑмах чӗрчунсене хӗл каҫарма нумай курӑм кирлӗ. Ҫавӑнпа тӑкаксем те сахал мар. Мӗнле пулсан та, хӑйне евӗр чунсен шучӗ кунта ӳссех пырать. Ҫак паха тирлӗ пӗчӗк тискер кайӑк - кӑш ами пулать. Ун патне аҫа яма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫапла майпа ҫитес ҫул собольсен йышӗ те хушӑнӗ. Хуҫалӑхра тӗрлӗ йышши чӗрчун пурри куракансене те илӗртет.

Республикӑри ҫут ҫанталӑк министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, сунар ҫӗрӗсем пӗтӗмӗшле ҫӗр лаптӑкӗнчен 30 процентран кая мар пулмалла. Ҫакӑ вӑрмансенчи чӗрчунсен йышне асӑрхаса тӑма, кирлӗ пулсан - йӗркелесе пыма пулӑшать. Халӗ пирӗн тӑрӑхра уйрӑмах хир сысни, пӑши, вӑрман качаки, хӑнтӑр тата мулкач йышӗ ӳснине палӑртмалла.

 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Святослав Петров