Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикӑри клиника госпиталӗнче ятарлӑ ҫар операцинче аманнисене реабилитици тухма пулӑшаҫҫӗ

Суранланнӑ салтаксемпе пӗрлех кунта ытти чирсемпе аптракансене те йышӑнаҫҫӗ. Пациентсене ура ҫине тӑма хӑнӑхтарас ӗҫре тухтӑрсен ӑсталӑхӗпе пӗрлех федераллӑ проектпа кӳрсе килнӗ ҫӗнӗ хатӗрсен пӗлтерӗшӗ пысӑк.

"Чӑваш" хушма ят илнӗ салтак операцине хатӗрленет — ури аманнӑ унӑн. Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫамрӑк хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма йышӑннӑ. Суранӗ тӳрленсен каялла фронта каясшӑн вӑл, килне ҫӗнтерӳпе таврӑнас ӗмӗтпе пурӑнать.

"Ахмат" батальонпа килӗшӳ тунӑ "Микулай" малтан Ростоври, кайран Питӗрти госпитальте сипленнӗ, халӗ кунта реабилитаци тухать. Аманнӑ юлташӗсене ҫӑлнӑ чухне вӗсемпе юнашар снаряд сирпӗннӗ. Ҫӗршыв лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласси йывӑр  ҫухатусемсӗр пулмасть, тет.

Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикӑри клиника госпиталӗнче аманнӑ салтаксене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессипе тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Малтанах консультаци ирттереҫҫӗ, стационарта е амбулаторлӑ майпа сиплемеллине татса параҫҫӗ. Психологи тӗлӗшӗнчен те пулӑшаҫҫӗ. Госпитальте тӗрлӗ йышши операцисем тӑваҫҫӗ, ҫав шутра снаряд ванчӑкӗсене кӑларассипе те, сиплев физкультури, массаж, физиотерапи тата механотерапи хатӗрӗсене усӑ курса реабилитаци тухма пулать. Салтаксене ура ҫине тӑма пулӑшассинче ҫӗнӗ аппаратсемпе тренажерсен тӳпи те пур.

Федераллӑ проектпа килӗшӳллӗн кунта темиҫе миллионлӑх хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Паллах, вӗсене салтаксене кӑна мар, ытти пациентсене те пулӑшма усӑ кураҫҫӗ. Ветерансен госпиталӗнче утайманнисем, ҫурӑм шӑммине е пуҫ мимине амантнисем, чӗре, сӑмахран, шалкӑм ҫапнӑ хыҫҫӑн, тата ытти  шалти органсен, нерв системин чирӗсемпе, сывлӑш тухманнипе аптракансем реабилитаци тухма пултараҫҫӗ.

 

Ирина Николаева, Николай Марков, Михаил Солин