"Пирӗн тӗллев - ҫамрӑк ӑрӑва вӑрҫӑ пирки тӗрӗссине пӗлтересси, тӑнӑҫ пурнӑҫа упрама тата мӑн асаттесен паттӑрлӑхне хисеплеме вӗрентесси", - терӗ Олег Николаев пухӑннисене саламланӑ май. "Ҫак курав - пысӑк ӗҫе хывнин пӗр пайӗ. Астӑвӑм чӗрӗ пулсан - Ҫӗнтерӳ те чӗрӗ", - палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ. Ҫар мухтавӗн музейӗнчи экспозици валли пурӗ Мускавран 131 экспонат илсе килнӗ.
Куравра кашниех хӑйне валли кӑсӑклине тупма пултарать. Картинӑсенче - чун ыратӑвӗ, вӑрҫӑ чӑнлӑхӗ. Акӑ, Ефим Симкинӑн "Салтак" портречӗ. Ӳнерҫӗ вӑрҫӑ хирӗнче пӗччен ларакан салтакран мӗншӗн хурлӑхлӑ ларнине ыйтать тейӗн. Лешӗ вара хаяр ҫапӑҫура отрядран пӗччен юлнӑ, юлташӗсем пурте пуҫ хунӑ. Ефим Симкин хӑй те Сталинграда хӳтӗленӗ, аллине ҫухатнӑ. Софья Уранова художникӑн ӳкерчӗкӗсем те тыткӑнлаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсенче госпитальти тата вӑрҫӑ хирӗнчи лару-тӑрӑва сӑнланӑ. Иван Пензов "Йывӑр вӑхӑтра" ятлӑ картининче Иосиф Сталинпа унӑн шанчӑклӑ пулӑшуҫисене ӳкерсе кӑтартнӑ. Художник вӑрҫа 15 ҫултах тухса кайнӑ, хӑй 18-та тесе ӗнентернӗ. Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ вӑл.
Курава Семен Лоик скульпторӑн ӗҫӗсем те пуянлатаҫҫӗ. Пысӑкмарскерсенче - тарӑн шухӑш. Скульптор плен асапне тӳснӗ. Хӑйӗн пӗрремӗш кӳлеписене вӑл шӑпах нимӗҫ концлагерӗнче пулнӑ чух тума пуҫланӑ. Сӑмах май, унӑн вӗрентекенӗ Павел Баландин - Шупашкарти Чапаев палакӗн авторӗ пулнӑ. "Ҫӗнтерӳ ӳнерҫисем" курав юпа уйӑхӗн 25-мӗшчен ӗҫлӗ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов