Кӑҫал 98 ҫул тултаракан ветеран вӑрҫа кайнӑ чух чи ҫамрӑккисен йышӗнче пулнине калать. Туҫи Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер ҫара 1944-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче тухса кайнӑ. Ун чухне вӑл 17-ре кӑна пулнӑ. Маларах вара бригадӑра вӑй хунӑ.
Ҫар ӗҫне хӑнӑхнӑ май салтаксем заводсене те сыхланӑ, шывра ӑҫта мӗнле карап-тавраш иртнине сӑнаса сыхӑ тӑнӑ. Дунай флотилийӗ тӑрӑх куҫса ҫӳренӗ. Ҫапӑҫусем иртнӗ вырӑнсене тӗрӗслесе ҫар хатӗрӗсенчен тасатса пынӑ. Ҫапла вӗсем Германи чиккинех ҫитнӗ.
Нумай та вӑхӑт иртмен, хӗсметри моряксем ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен те инкек-синкексӗр пулман. Пӗр кун Никон Федоров матрос ытти салтаксемпе пӗрле Братислава ҫывӑхӗнче снаряд ванчӑкӗсемпе аманнӑ. - Дунай шывӗн вӑрманлӑ ҫыранӗнче тем сирпӗнсе ҫурӑлчӗ,- тет ветеран.
Сурансене сипленӗ хыҫҫӑн салтак флотри службӑна малалла тӑснӑ. Килне 7 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн 51-мӗш ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Ҫемье ҫавӑрса колхозра бригадирта тӑрӑшнӑ, утарҫӑ пулнӑ. Йышлӑ ачисемпе мӑнукӗсене ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Халӗ хисеплӗ ветеран Ольга мӑнукӗн ҫемйипе пурӑнать. Ҫамрӑксен нихӑҫан та вӑрҫӑ-тавраш курмалла ан пултӑр,- тет.
Алексей Енейкин, Артур Галкин, Александр Герасимов