Ева Лисинан "Ҫӑкӑр чӗлли" автобиографиллӗ калавӗ шкул программинче пуртан премьерӑна Шупашкар ачисем класӗ-класӗпех килнӗ. Хӑшне синхронлӑ куҫару хӑлхалӑхӗ кирлӗ, хӑшӗ чӑвашла тӑлмачсӑрах ӑнланать.
Ева Лисина - паллӑ ҫыравҫӑ, иртнӗ ҫулла 85 тултарчӗ. Вӑл Библие чӑвашла куҫаракансенчен пӗри. Унӑн "Ҫӗньял ачисем" кӗнекине кӗнӗ калавсене Чӑваш кӗнеке издательстви тӗрлӗ ҫулсенче тӑтӑш кӑларса тӑнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев драма авторне хисеп туса ал сехечӗ парнелерӗ, Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Ҫакӑн пек сума Алевтина Семёновӑпа Николай Тарасов артистсем те тивӗҫрӗҫ.
Темиҫе чӗлхене куҫарнӑ "Ҫӑкӑр чӗлли" иртнӗ ӗмӗртех "Нимӗҫ хумӗ" ирттернӗ конкурсра 1483 ӗҫ хушшинче ҫӗнтернӗччӗ. Ун чухне Ева Лисина хӑйех калавӗнчен радиопьеса хатӗрлесе панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче выҫӑпа вилнӗ ачасене асӑнса ҫырнӑ хайлавра ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ икӗ пӗртӑвана, пуҫпа аптракан Лисукпа унӑн Еля йӑмӑкне, амӑшӗ район больницине ярать: чирлӗ хӗрачана инвалида кӑларсан хӑмӑл ҫулма ирӗк параҫҫӗ, вара ӗне усрама пулать. Инҫе ҫула ҫуран тухнӑ ачасем тем те кураҫҫӗ. Район тухтӑрӗ, "алли-ури сывӑ, хирте ӗҫлеме пултарать" тесе, кӑшманпа ҫум-курӑка та уйӑрайман хӗрачана 3-мӗш ушкӑн инваличӗн хутне кӑна парать. Ҫитменнине выҫӑ хӗрачасем амӑшӗ чӗри ҫумӗнчен татса парса янӑ укҫапа туяннӑ яшкапа ҫӑкӑра ҫиеймеҫҫӗ те.
Спектакле чӑвашла та, вырӑсла та лартнӑ. Пушкин карттипе те курма пулать.
Марина Карягина, Михаил Солин