Вӑл Раҫҫейпе Китая икӗ ӗмӗр каяллах ҫывӑхлатма пуҫланӑ

Раҫҫей синологине никӗслекенсенчен пӗри, тухӑҫ тӗпчевҫи тата ҫулҫӳревҫӗ Никита Бичурин ҫуралнӑранпа 247 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑм тӗлне "Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн" регионти уйрӑмӗ тӑрӑшнипе Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫурчӗ ҫинче Бичурин сӑнӗпе мурал уҫрӗҫ.

Географи пӗрлешӗвӗ пуҫарса янӑ "Географфити" проектпа килӗшӳллӗн ҫӗршыври тӗрлӗ хулари ҫуртсем ҫулҫӳревҫӗсемпе паллӑ тӗпчевҫӗсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе илемленсе пыраҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ вӗренӳ корпусӗн стени ҫинче вара Никита Бичурин сӑнӗ вырӑн тупрӗ.

Мурала Сергей Петровпа Ильгиз Валиуллов ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хатӗрленӗ. Яваплӑ ӗҫе палӑртнӑ кун тӗлне вӗҫлес тесе вӗсем каҫсерен хунар ҫутса тӑрӑшнӑ.

Кӑҫал Раҫҫейпе Китай хушшинчи дипломатиллӗ ҫыхӑнусене йӗркеленӗренпе 75 ҫул. Никита Бичурин вара ҫак ӗҫе икӗ ӗмӗр каяллах пуҫланӑ. Чӑваш ҫӗрӗнчен православи миссийӗпе Китая тухса кайнӑ архимандритӑн, каярахпа Иакинф монахӑн шӑпах дипломатиллӗ хушма тӗллев те пулнӑ.

Икӗ патшалӑх хушшинчи ҫыхӑнусене лайӑхлатассипе тухӑҫлӑ ӗҫленӗ ӑсчах "Империн вырӑс географи пӗрлешӗвӗн" тата Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн пайташӗ пулнӑ. Халӑхсен уйрӑмлӑхне тӗпченӗ май пӗрпеклӗхӗсене те тишкернӗ.

Бичурин муралне вӑл ҫуралнӑ кун уҫнине палӑртса сумлӑ хӑнасем ӳкерчӗк кӗтессинче баллонлӑ сӑрӑсемпе дата лартса хӑварчӗҫ. Историпе географи тата ытти факультетсенче вӗренекенсем вара ҫак сӑнара кашни кунах курса асра тытса пурӑнӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова