Галина Таймасован пултарулӑхӗ пирки тӗрлӗ енлӗ тени кӑна ним те мар пек. Тутарстанри Пӗкӗлме районӗнчи чӑваш ялӗнче тӑван халӑх культурин иксӗлми пуянлӑхне ӑша хывса ӳснӗскер обществӑлла пурнӑҫра та калама ҫук хастар. Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл тӑван культурӑна ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарассинче тӑрӑшнӑ, Анат Камӑри чӑваш лицейӗнче вӑй хунӑ, унтах "Шӑнкӑрав" ятлӑ юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш Енри ентешсемпе ҫыхӑну тытса тимленӗ май пӗр шухӑшлӑ хастарсене тупса чӑвашла радио та йӗркеленӗ.
Галина Михайловна 2007-мӗш ҫултанпа Франци ҫӗршывӗнче пурӑнать. Унти чӑвашсен "Авангард" культура пӗрлешӗвӗн вице-президенчӗ шутланать. Чӑвашла, вырӑсла тата французла сӑвӑсем ҫырать, юрӑсем кӗвӗлет. Кӑҫал пӗрлешӳ хастарӗсем Парижра чӑваш акатуйне те ирттернӗ.
Нумай пулмасть, Галина Таймасова тӑван Наратлӑ ялне савса, ҫавӑн пекех хӑйне ура ҫине тӑратнӑ ашшӗ-амӑшне асӑнса кӗнекесем те кӑларнӑ, юрӑ-кӗвӗ тата нота пуххисем хатӗрленӗ. Унӑн пултарулӑхӗпе ятарлӑ куравра паллашма май пулчӗ. Музыкӑпа поэзи каҫӗнче Галина Михайловна хӑнасене юрӑсемпе, сӑвӑсемпе тата мыскарасем каласа савӑнтарчӗ. Концерта тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Сумлӑ ентешне вӗсем ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Алексей Енейкин