Чӑваш Енре саранча йышши тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ тӗл пулать. Вӑл шутра пурте лайӑх пӗлекен шӑрчӑксем. Нумай плумасть асӑрханӑ сӑтӑрҫӑ вара пирӗн республикӑна Чӗмпӗр тата Тутарстан енчен вӗҫсе килнӗ теҫҫӗ. Ӑна ыттисенчен тӳрех уйӑрса илме пулать: хӑмӑр тӗслӗ, хӗрлӗ ҫунатлӑ, кӗске сухаллӑ. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче вӗсене фацели, хӗвел ҫаврӑнӑш, пӑрҫа тата нумай ҫул ӳсекен курӑк хушшинче асӑрханӑ. Лару-тӑрӑва хак пама Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри филиалӗнчи специалистсем ҫитрӗҫ. Ку хурт-кӑпшанкӑ хуҫалӑхсемшӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Сиенлӗ шӑрчӑк 10-шар ҫухрӑма вӗҫме пултарать. Хӑйӗн ҫулӗ ҫинче мӗн пур ял хуҫалӑх культурине ҫисе ярать. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи фермерсем хурт-кӑпшанкӑ тапӑннине пӗлсенех лаптӑксене имҫамлама тытӑннӑ.
Хальлӗхе саранча уйсене вӑйлӑ сиен кӳменнине палӑртаҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем тата Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн вырӑнти специалисчӗсем тимлӗ пулнипе сӑтӑрҫӑсене ҫийӗнчех асӑрхаса вӗсене хирӗҫ кӗрешме пуҫланӑ. Апла пулин те сыхӑ тӑмалла, теҫҫӗ.
Сиенлӗ шӑрчӑка шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк вӑй илме пулӑшать. Тата ҫил хӑш енне вӗрет - вӗсем ҫавӑнта вӗҫеҫҫӗ. Республикӑри специалистсем лару-тӑрӑва асӑрхасах тӑраҫҫӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов