"Кировец" тракторпа ӗҫлеме меллӗ те кӑмӑллӑ. Ӑна тытса пыма автоматика пулӑшать. Кабинӑра кондиционер, хӗвелтен хӳтӗленмелли чаршав пур, шӑв-шав илтӗнмест, чӗтретмест. "Кировец" трактора 60-мӗш ҫулсенчех кӑларма пуҫланӑ. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн вӑл ҫӗнелсе, улшӑнса пынӑ. Кунта Питӗрти трактор завочӗн тӳпи пысӑк. Ҫак предприятире кӑларакан техникӑпа республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсене "Агромашснаб" пӗрлешӳ тивӗҫтерет.
"Кировец" тракторпа хирте шанчӑклӑ, - теҫҫӗ механизаторсем. Тухӑҫлӑхӗ пысӑк, кирек мӗнле уйра та ҫӳреме пултарать. Чӑваш Енри хуҫалӑхсем ӑна пахалама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ те хӑйӗн техника паркне "Кировец" тракторпа пуянлатать. Куравра унӑн ертӳҫине черетлӗ тимӗр урхамахӑн уҫҫине парса саламларӗҫ.
Техника туянакансен тӑкакӗсене республика бюджетӗнчен 45 процент таран саплаштарнине кура, ял хуҫалӑх машинисен паркне ҫӗнетекенсен йышӗ пысӑк. - Ҫӗр ӗҫченӗсене хӑватлӑ трактор-комбайнпа тивӗҫтерме эпир яланах хатӗр, - теҫҫӗ "Агромашснаб" пӗрлешӳре тӑрӑшакансем. Сӑмах май, ял хуҫалӑх техники кӑларакан 20 ытла заводпа ӗҫлеҫҫӗ унта.
Владимир Тимофеев, Екатерина Фомина, Михаил Солин, Димитрий Макаров