Красноармейскисем вырмана чи малтан тухнисен йышӗнче. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ку округра пысӑк ӗҫе "Таябинка" хуҫалӑх пуҫласа ярать.
Мӗн авалтан пирӗн халӑх ака-суха, вырма, ытти ҫӗр ӗҫне пикениччен ҫӳлти хӑватсенчен пил, ыр ҫанталӑк, лайӑх тухӑҫ ыйтать. Агрофирмӑра ҫак йӑлана халӗ те мала хураҫҫӗ. Техникӑна пулса ҫитнӗ тырӑ пуссине кӗртиччен пачӑшкӑ кӗлӗ вуларӗ, ҫӗр ӗҫченӗсене вырмана лайӑх пуҫласа тухӑҫлӑ вӗҫлеме пехил пачӗ. Унтан "Таябинка" агрофирма техники хӗрӳ ӗҫе пуҫӑнчӗ. Кӑҫал предприятин 6 пин гектартан пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пухса илмелле. Вырмана вӗсем пӗлтӗрхинчен 10 кун маларах тухнӑ.
Ытти культура, пахча-ҫимӗҫ те сахал мар хуҫалӑхра. Хӑшне-пӗрне сӑнамалӑх, мӗнле ӳснине, тухӑҫӗ мӗнле вырнаҫнине, тупӑш кӳнине тишкермелӗх акса пӑхнӑ.
Кӑҫал республикӑра 90 пин гектар ытла кӗрхисем, 200 пине яхӑн ҫурхисем пухса илмелле. Ҫанталӑк тӗрлӗ пӑтӑрмах кӑларса тӑратсан та ҫӗр ӗҫченӗсем палӑртнине пурнӑҫланӑ. Умра тепӗр тӗллев - вӑхӑта сая ямасӑр уй-хире тухса вырмана вӗҫлесси.
Сергей Артамонов ытти тӑрӑхри хуҫалӑхсене те ыр ҫанталӑкпа усӑ курса вырмана тухма чӗнсе каларӗ.
Алиса Александрова