Кӑҫал республикӑра 546 пин гектар ҫинче тыр-пул туса илмелле. Вӗсенчен 310 пин гектарне ҫурхи культурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Хальлӗхе пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене палӑртнинчен ҫуррине яхӑн акнӑ. "Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ӗҫсем кӑшт каярах юлса пыраҫҫӗ пулин те ҫакӑ тухӑҫа япӑх витӗм кӳмелле мар", - палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "Авангард" “Ҫӗрпӳ беконӗ" хуҫалӑхра 5 пин гектар лаптӑк ҫинче ака-суха тумалла. 2 пин гектар ытла кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев калчасем мӗнле хӗл каҫнипе кӑсӑкланчӗ. 269 гектар ҫинче элита йышши "Марафон" тулӑ ешерет. Ӑна им-ҫамласа апатлантарнӑ ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра ҫурхи тулӑ тата урпа акаҫҫӗ.
"ВДС" хуҫалӑхра та ӗҫ кал-кал пырать. Кунта 1 пин те 30 гектар пӑрҫа, 77 гектар урпа, 230 гектар пӗр ҫул ӳсекен тата 132 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ. 2 пин те 100 гектар кӗрхи тулӑ апатлантарнӑ. Ял хуҫалӑх техникине ҫӗнетсе пыни, сӗрмелли-ҫунтармалли хатӗрсем, вӑрлӑхпа им-ҫам ҫителӗклӗ пулни ӗҫсене вӑхӑтра та кӑлтӑксӑр пурнӑҫлама май парать. Иртнӗ 3 ҫулта республикӑн ял хуҫалӑх паркне 3 пин ҫурӑ ҫӗнӗ техникӑпа пуянлатнӑ.
Республикӑра ҫӗр улми лартас ӗҫе те пикеннӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи "Таябинка" агрофирмӑра "иккӗмӗш ҫӑкӑра" 204 гектар лартма палӑртнӑ.
Республикӑри чылай тӑрӑхра кӗрхи культурӑсене апатлантарас ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Ку енӗпе Шупашкар округӗ те малтисен ретӗнче.
"Чурачикское" хуҫалӑх хирӗсенче те техника шавӗ мӗн ир пуҫласа каҫчен татӑлмасть. Ака-суха ӗҫне кунта уйӑх каялла пикеннӗ. Хуҫалӑхра ҫурхи тулӑ, урпа, горчица, пӑрҫа, рапс акаҫҫӗ. Ӗҫсен ытларах пайне вӗҫленӗ ӗнтӗ.
Олег Николаев республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем умне ҫур акине кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме, мӗн палӑртнине пахалӑхлӑ тума тӗллев лартрӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров