Усал чире хирӗҫ кӗрешмелли майсем анлӑланса пыраҫҫӗ

Ҫӗршыври паллӑ клиникӑсемпе канашлаҫҫӗ тата ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑри онкодиспансерта пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парасси лайӑхланса пырать.

Шел пулин те, онкологи чирӗпе аптракансем Чӑваш Енре пӗтӗм ҫӗршыври пекех йышлансах пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, 30 пин ытла ҫынна "усал шыҫӑ" диагнозпа шута илнӗ, палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Ар ҫынсем ытларах чухне простата, ӳпке, ӳт, пыршӑ, хӗрарӑмсем вара кӑкӑр, амалӑх, пӗсехе парӗ шыҫҫипе аптраҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче чире пуҫламӑш тапхӑрта тупса палӑртнӑран, пациентсен сывалас шанӑҫӗ те ӳснӗ.  Республикӑри онкодиспансерта кунне 30-35 операци тӑваҫҫӗ.

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн "Онкологи чирӗпе кӗрешмелли" тӗллевлӗ программа пурнӑҫланать. Ун тӑрӑх иртнӗ 5 ҫулта онкодиспансера 70 ытла пысӑк технологиллӗ хатӗр кӳрсе килнӗ, ҫав шутра томограф, видеоэндоскопи комплексӗсем, УЗИ аппарачӗсем тата ытти паха оборудовани. Пӗлтӗрпе кӑҫал операци тумалли 7 ятарлӑ сӗтел вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пациентсемшӗн те, тухтӑрсемшӗн те меллӗ.

Онкодиспансерӑн реабилитаци уйрӑмӗнче ҫулсерен 5 пин ытла ҫынна йышӑнаҫҫӗ. Наци проекчӗпе кунта та пациентсене ура ҫине тӑмалли майсем анлӑланнӑ.  Кӑҫал  43 миллионлӑх  50-а яхӑн ҫӗнӗ хатӗр вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе пациентсем реанимацинчех усӑ курма пуҫлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, велоэргомер - пысӑк пулӑшу кӳрекен тренажёр.

Сиплев учрежденийӗ телемедицина консультацийӗсем те нумай ирттерет - республикӑри ытти сиплев ҫурчӗсене яланах пулӑшма хатӗр. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри онкологи медицина тӗпчев центрӗсемпе те тачӑ ҫыхӑнура. Йывӑр лару-тӑрура усал шыҫӑна тупса палӑртассипе, сиплессипе тата операци еплерех ирттерессипе  канашлаҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, рак чирӗпе кӗрешмелли программӑна пирӗн ҫӗршывра 2030-мӗш ҫулччен тӑснӑ. Ҫапла майпа онкологи службине ҫӗнетсех тӑрӗҫ.

 

Ирина Николаева, Николай Марков.