Александр Насекинӑн картинисене ҫӗршер художник хушшинче тӳрех уйӑрса илме пулать: ятарлӑ пӗлӳ илмен ӳнерҫӗн - хӑйӗн стилӗ, тӗнче курӑмӗ, ҫулсерен, кунсерен туптанӑ хӑйне евӗр ӳкерес меслет.
Художник пултарулӑхӗн никӗсӗнче - философилле символизм темелле. Графиккӑн илемлӗх мелӗсене тарӑн пӗлтерӗшлӗ, вӑрттӑн систерӳллӗ паллӑсемпе ҫыхӑнтарать вӑл. Александр Чулхула тӑрӑхӗнчи ялта ҫуралса ӳснӗ, 76-мӗш ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Ачаран ӳкерме юратни, вӗҫӗмсӗр шырав, ӳнерте тупнӑ ҫӗнӗлӗхсемпе лӑпланса ларманни, хӑйпе хӑй ҫырлахманни унӑн маҫтӑрлӑхне пӗрмай ӳстерсе пынӑ.
"Урӑх тӗнчене илсе кӗрекен чӳречесем" теме пулать "Насекинӑн философи тӑваткӑлӗ" тесе ят панӑ кураври картинӑсене. Александр Семёнович ҫут ҫанталӑк хӑйне ҫуралнӑ чухнех панӑ пултарулӑхӗпе пӗрлех шалти хӑвачӗпе, тӳсӗмлӗхӗпе, малтуртӑмӗпе тӗлӗнтерет. Вӑл утса ҫӳреймест, анчах тӗнче хӑй ӑна хирӗҫ уҫӑлса килет пек, пурнӑҫа, ҫынна юратакан чун-чӗрене хальччен никама пӗлтермен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫма май парать пек. Вӑл хӑй те "Мана хамӑн ӗҫсене ӑнлантарса пама йывӑр, эпӗ вӗсене ӑс чиккинчен тухса, темле интуиципе ҫыратӑп" тет.
Пӗлтӗр Насекин йӑхӗн тымарӗсене тӗпчесе тата чӑвашсен историйӗпе кӑсӑкланса кайса "Сӑварсем" ярӑм ҫырнӑ. Унта 10 ӗҫ. Вырӑс ӳнерҫин ӑс-тӑнпа туйӑм тӗпсӗрлӗхӗнче ҫуралнӑ курӑм пирӗншӗн пушшех интереслӗ. Картинӑсем эпир хальччен курнисенчен пачах уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ӳнерҫӗн хайлавӗсем иртнӗ ӗмӗр вӗҫнеллех ҫамрӑксене илӗртнӗччӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пирвайхи пуян экспозици 92-мӗш ҫулта йӗркеленнӗччӗ. Унтанпа унӑн ӑсталӑхӗн ӳсӗмне Шупашкарпа Мускавра, Раҫҫейри ытти хуласенче кӑна мар, Европӑра та интересленсе сӑнаҫҫӗ. Александр ку курава хӑй 65 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ. Пиҫсе ҫитнӗ художник ҫавра ҫулне ҫӗнӗ шыравсемпе кӗтсе илет. Курав Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ.
Марина Карягина, Вячеслав Ильин, Игорь Ульянов