Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Нина Григорьева 86 тултарчӗ. Чирленине, йывӑррине ҫынна кӑтартмастчӗ - ялан ҫирӗп те ӑшпиллӗччӗ, театра хӑшпӗр рольсенче выляма пырса ҫӳретчӗ, асӑну каҫӗсенче ӗҫтешӗсем ҫинчен чылай интереслӗ самант каласа паратчӗ. Унӑн аптраманлӑхӗ ҫамрӑкранах кашни сӑнарта палӑрнӑ.
Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе тӗплӗ тума хӑнӑхнӑскер, халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑха туйса ӗҫленӗ вӑл. Хӗр чухнехилле каласан Нина Соколова Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинче 9 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Пирӗн архивра амӑшӗ, Матрёна Ивановна, тата Маргарита аппӑшӗ каласа пани упранать.
Хӗрача телейне, Мускаври Луначарский ячӗллӗ театр институчӗ чӑваш ҫамрӑкӗсене вӗренме йышӑннӑ. Унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе, Николай Григорьевпа пӗрле пӗлӳ илнӗ.
62 ҫул хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑнса Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче 100 ытла тӗп рольте вылянӑ Нина Григорьева. Вӗсем пурте тӑван ӳнер историне ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑнса юлмалли, халӑх асӗнче ӗмӗр пурӑнмалли сӑнарсем: "Хура ҫӑкӑр" спектакльте - Селиме, "Ҫӗрпе хӗрте" - Ахмур, Телейпе Илемре" - Илем, "Айтарта" - Пинерпи, "Тутимӗрте" - Эрпике.
Пуринчен те пӗлтерӗшли, куракан чунне кисрентерни - Нарспи сӑнарӗ пулас. Ҫамрӑк хӗр рольне ӑна Леонид Родионов режиссёр 40 урлӑ каҫсан шанса панӑ.
Тӗнче, вырӑс классикинчи пысӑк сӑнарсене те Мускав критикӗсем чи ҫӳллӗ хак памалӑх вылянӑ пултаруллӑ артист. Вӗсене асӑнса тухма та ҫук. Сӑмахран, Гарсиа Лоркӑн "Юнлӑ туйӗнчи" Хӗр сӑнарӗ нумай ҫул иртнӗ пулсан та - халӑх асӗнчен тухми.
Нина Ильинична сцена ҫинче тӗп сӑнарсем калӑпланӑ вӑхӑтрах 10 ҫул Театр ӗҫченӗсен союзне ертсе пынӑ. Шупашкарта Культурӑпа ӳнер институчӗ уҫӑлсан пулас артистсене вӗрентнӗ.
Нина Григорьевӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланлӑхах халӑх асӗнче юлӗ. Унпа паян 12 сехетре Граждан урамӗнчи чиркӳре сывпуллашаҫҫӗ.
Марина Карягина