Ун пекки урӑх нихӑҫан та ан пултӑр

Мускав облаҫӗнче пулнӑ тискерле терактра вилнисемшӗн хурланнине пӗлтерсе ҫӗршывӗпех "Тӑрнасем" акции иртет. Юлашки кӑтарту тӑрӑх, хӑрушӑ инкекре 144 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, тепӗр 180 ытла ҫын суранланнӑ. Асӑну ӗҫ-пуҫне пирӗн республикӑра та йӗркелерӗҫ.

Акци ячӗ СССР халӑх артисчӗ Муслим Магомаев чуна пырса тивмелле шӑрантарнӑ "Тӑрнасем" юрӑран ҫуралнӑ. Хӑрушӑ теракт пулнӑ концерт залӗ шӑпах унӑн ячӗпе хисепленсе тӑнӑ. Влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, депутатсем, обществăллă пĕрлешÿсен хастарĕсемпе ҫамрӑксем Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Мухтав монуменчӗ умне пухӑнчӗҫ. Ним айӑпсӑр вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Халӑха  ҫынсен хуйхине пӗрле пайласси пӗтӗҫтерчӗ.

"Тӑрнасем" юрӑна  "Классика" капелла артисчӗсем чуна витермелле шӑрантарчӗҫ.

Акцие пуҫтарӑннисен аллинче хутран ӑсталанӑ тӑрнасем пулчӗҫ. Вӗсене шарсем ҫумне ҫыхса тӳпенелле вӗҫтерчӗҫ. Хӑрушӑ ӗҫ-пуҫа пула пурнӑҫран уйрӑлнисене асӑнса палӑк умне ҫеҫкесем хучӗҫ.


Оксана Верликова, Вадим Владимиров