Тыл ветеранӗн сывлӑхне тӗплӗ тӗрӗслерӗҫ

Республикӑри тухтӑрсем ятарлӑ проектпа килӗшӳллӗн вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсен сывлӑхне тӗрӗслессипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Ку хутӗнче шурхалатлисен ушкӑнӗ Комсомольски тӑрӑхне ҫитсе килчӗ.

Хирти Выҫли ялӗнче пурӑнакан Надежда Павлова хӑнасене йӑл кулса кӗтсе илчӗ. 94 ҫулти кинеми хӑйне аван туять. Ҫавӑнпа та специалистсем унран нимӗнле ӳпкелешӳ те илтмерӗҫ. Надежда Васильевна - тыл ветеранӗ, мӗн пӗчӗкрен колхозра тӑрӑшнӑ.

Шкул пӗтерсен клубра ӗҫленӗ, унтан медицина сестри пулнӑ. 29 ҫул ял ҫыннисен сывлӑхне асӑрхаса тӑнӑ. Тӗрлӗ яла лашапа ҫитнине, уйра икӗ хут ача ҫураттарма тивнине аса илет ватӑ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулнинче нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, тет Надежда Васильевна.

Медиксем пациента хушма тӗпчев сӗнчӗҫ. Урари юн тымарӗсене  тӗреслесен чӗрине  УЗИ  тусан аван пулмалла, терӗҫ. Пӗр икӗ ҫул каялла кӑна Надежда Васильевна ял тӑрӑх ҫӳреме пултарнӑ, кил таврашӗнчи ӗҫсене те хӑйӗх тунӑ. «Халӗ сывлӑхӑм кӑштах хавшарӗ»,- тет кинеми.

Ҫак кунах Шупашкарти тухтӑрсем йывӑр чирлӗ пациентсен тӑванӗсем валли лекци ирттерӗҫ. Вӗсене мӗнле пӑхмалли ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӗҫ, пулӑшмалли майсене ӑнлантарчӗҫ.


Надежда Александрова, Игорь Ульянов