Авалхи суварсен хулашӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ Сиктӗрме паян кун та пирӗн халӑха лӑпкаса сиктернӗ сӑпка вырӑнӗнчех пысӑк хисепре. Пур енлӗн аталанакан мухтавлӑ чӑваш ялӗ ҫулсерен таврари халӑха чаплӑ "Уява" пухать. Ял хуҫалӑхӗпе тӗрлӗрен промышленнӑҫ, тӑван чӗлхепе культура аталаннипе пӗрлех халӑх чунпа пуянланса пырать. Ҫак тӗллевпех кунта пуҫласа православи юррисен фестивальне ирттерме йышӑннӑ.
Тӗлӗнмелле хӑватсем кӑтартнӑ Николай Атте ячӗпе лартнӑ чиркӳ уява пухӑннисене хапӑлласа йышӑнчӗ.
Мускав Патриархачӗн Чистай Епархийӗ Сиктӗрме чиркӗвӗнче савӑнӑҫлӑ литурги ирттерчӗ. Халӑх сывлӑхӗшӗн, тӑван ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхӗпе ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн кӗл туса илемлӗ чан сасси янратрӗҫ.
Ҫак чуна савӑнтаракан илемлӗ кӗвӗ ӑсталӑхне вӗренекен ачасемпе пӗрле Чистайпа Анат Кама митрополичӗ Пахомий та савӑнсах чан ҫапрӗ.
Кунта ҫӗкленекен "Ҫӗнӗ Сувар" кремль ҫывӑхӗнчи ҫӑл-куҫ ҫине лартнӑ часовня умӗнче те сӑваплӑ кӗлӗ иртрӗ. Чиркӳ умӗнчи сцена ҫинче вара тавралӑха хӑтлӑх кӳрсе ҫынсен пурнӑҫне илем кӳме пултаракан ӗҫчен те пултаруллӑ ял-йыша чысларӗҫ. Уйрӑмах тӑван халӑха нумай ҫитӗнӳ тума хавхалантарса пыракан Иван Казанкова палӑртмалла. Сумлӑ ҫулне пӑхмасӑр ырми-канми вӑй хурса сувар-чӑваш халӑхӗн сумне пур енлӗн ҫӗклеме тӑрӑшать вӑл, чиркӗве пулӑшать. Ҫак пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Пахомий епископ Иван Ивановича Чистайпа Анат Кама епархийӗн медалӗпе чысларӗ. Ҫавӑн пекех Иван Казанков Тутарстанра тухса тӑракан "Сувар" хаҫатӑн 30 ҫулне халалласа ҫирӗплетнӗ "Ҫулталӑкри медиа персони" - ята тивӗҫрӗ.
Нумай нациллӗ православи халӑхӗ ҫак уява чунпа кӗтнӗ. Хӑнасемпе пӗрлех фестивале хутшӑнакансем те аякри ял-хуласенчен килнӗ.
Уява килсе ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем чиркӳ юррисене тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантарчӗҫ. Савӑнсах хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Чӑваш Ен тулашӗнче те тӑван чӗлхе янравӗ илтӗнсе тӑни пирӗн халӑха вӑй-хал, чун ҫирӗплӗхӗ парать.
Чиркӳ умӗнчи фестиваль малалла тӑсӑлса ялти "Уяв" лапамне куҫрӗ. Кунта "Ӗненӳ, ҫемье тата тӑван ҫӗршыв" ятпа концерт иртрӗ.
Ҫитес уйӑхра сиктӗрмесем ҫак лапамрах йӑлана кӗнӗ мӗнпур чӑвашсен "Уявне" паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Хӑнасем ытти ҫӗршывран та пулӗҫ.
Алексей Енейкин, Александр Герасимов