Туслăх Çуртĕнче Навруз паллӑ турӗҫ

Террористсем вăл е ку наци çынни пулма пултараймаççĕ. Раççей – аслă çĕршыв. Кунта тĕрлĕ халăх пĕр çемьери пек туслă пурăнать. Хура вăйсем шăпах çак тăнăçлăха харкашу кĕртес, курайманлăх сарас тесе тăрăшаççĕ. Пирĕн республикăра кăна 100 ытла наци çынни мирлĕ пурăнать. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев, хаклăхсем тата уявсем. Çакна Туслăх Çуртĕнче иртнĕ Навруз та çирĕплетрĕ.

Ҫуркуннене кӗтсе илекен савӑнӑҫлӑ уяв ку тӑрӑхра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрне пӗр кӗрекере пухать. Хӑнасем пӗр-пӗрин культурипе паллашса хӑйсен йӑли-йӗркин пуянлӑхне кӑтартаҫҫӗ. Кунта: Иран, Таджикистан, Азербайджан, Кӑркӑсстан, Казахстан тата ытти ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать.

Кунпа ҫӗр танлашнине палӑртса Навруз авалхи хӗвел календарӗпе Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнине пӗлтерет. Тухӑҫпа вӑтам Ази халӑхӗсем ӑна яланхиллех анлӑ уявлаҫҫӗ. Ҫак йӑла кӳршӗллӗ Тутарстанра та упранса юлнӑ. Пирӗн вара манӑҫа тухнӑ тесен те юрать. Авалхи несӗлсем Навруза яланах паллӑ тунӑ.

Хӗвеллӗ кун тӑршшӗ вӑрӑмланма пуҫланнӑ чух ҫӗнӗ пурнӑҫ, ҫӗнӗ ӗмӗтпе ҫитӗнӳсем кӗтсе тӗрӗк халӑхӗсем яланах сӗтел ҫине шӑтарса калчалантарма пуҫланӑ тулӑ лартнӑ. Кашни апат-ҫимӗҫӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ. Ҫак тата ытти пуянлӑхпа паллашнӑ хыҫҫӑн уяв халӑхӗ концертра савӑнчӗ.


Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова