Владимир Нагорнова тӗнчипех пӗлеҫҫӗ темелле. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Пензӑри ӳнер училищине, Мускаври ӳнер институчӗн скульптура факультетне пӗтернӗ. Шупашкара 1984-мӗш ҫулта килнӗ. Тӳрех хӑйӗн ӗҫӗсемпе тӗп хуламӑрӑн сӑн-сӑпатне илемлетме пуҫланӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ умӗнчи "Муза", Хӗрлӗ тӳремри Константин Иванов палӑкӗ, Анне монуменчӗ - Шупашкарӑн тӗп паллисем пулса тӑнӑ ӗнтӗ. Маҫтӑр тӑтӑшах чикӗ леш енчи симпозиумсемпе куравсене хутшӑнать. Сӑмахран, Кӑнтӑр Кореяра вӑл гранитран 4-мӗтр ҫуллӗш кӳлепе касса кӑларнӑ.
Владимир Нагорнов Парижра та хайӗн пултарулӑхне аталантарнӑ. Франци тӗп хулинчи Турамӑш соборӗнчен аякра мар вырнаҫнӑ ӳнер лаптӑкӗнче вӑл 9 ӗҫ ӑсталанӑ. Вӗсенчен пӗрне экспозицире курма пулать.
Куравра паллӑ скульпторӑн ӗҫӗсен пӗчӗк пайне кӑна вырнаҫтарнӑ. Ку экспозицие вӑл мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе пӗрле хатӗрленӗ. Дарья - мода тӗнчинче палӑрнӑ ҫамрӑк дизайнер. Вӑл халӑх тумне хӑйнеевӗрлӗ ӑсталать, чӑваш эрешӗсене ҫӗнӗлле кӑтартать. Унӑн коллекцине тӑтӑшах подиум ҫинче кӑтартаҫҫӗ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
Владимир Порфирьевич мӑшӑрне те хавхалантарать, тепре чухне ӳкерчӗке чутласа ҫитерме пулӑшать. Тӗслӗхрен, Пӗлтӗр Наталия Питӗрти урамсене ӳкернӗ. "Ҫуллахи пахчари Нимфа" картинӑна Владимир Нагорновӑн алли те перӗннӗ. Чӑн та, кун пекки питӗ сайра пулать. Наталия хӑй тӗллӗн ӗҫлекен ӑста ӳнерҫӗ. Вӑл ача сатне ҫуренӗ чухнех художник пулассине пӗлнӗ. Диплом ӗҫне ӳнерпе графика факультетӗнче Ревель Федоров патӗнче хӳтеленӗ. Наталия ытларах тӑван тавралӑха ӳкерме юратать. Ку чӑн-чӑн ҫемье куравӗ,- тесе хакларӗҫ курма килекенсем. Кунта кашниех хӑйне валли кӑсӑклине, ҫӗннине тупӗ.
Нагорновсен пултарулӑхӗпе Туслӑх ҫуртӗнче авӑн уйӑхӗн 15-мӗшчен паллашма пулать.
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров