Турӑ амӑшӗ Раҫҫей патшалӑхне ҫӗнтерӳ патне илсе пырасса шанаҫҫӗ

Чӑваш Ене икӗ кунлӑх Хусанта курӑннӑ турӑ амӑшӗн Мускавра упранакан хӑватлӑ сӑнне илсе килсе кайрӗҫ. Ун умӗнче кашни кунах Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗпе пӗрле ҫӗнтерӳшӗн литурги тӑваҫҫӗ.

Хусанта курӑннӑ Турӑ амӑшӗн сӑнне Чӑваш Енре вырсарникун каҫпа Турӑ амӑшне чиркӗве илсе кӗнине халалланӑ соборта кӗтсе илчӗҫ. Ун умне малтанхи сехетрех 500 ытла ҫын пуҫ тайма пычӗ. Унтан кашни кунах собора пӗр татӑлми халӑх килсе тӑчӗ. Турӑш умӗнче пачӑшкӑсем чарӑнмасӑр акафистсем вуласа молебен турӗҫ.

Пысӑк тивлетлӗ турӑш хӑйӗн хӑватне аслӑ пӑлхав вӑхӑтӗнчех кӑтартнӑ. 1611-мӗш ҫулта халӑх ополченийӗ унпа Мускава поляксенчен хӑтарма кайнӑ. Кашни ҫапӑҫу умӗн сӑваплӑ сӑнар умӗнче Дмитрий Пожарский кӗл тунӑ. Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн вӑл хӑй укҫипе Мускавра Хусан соборне тунӑ. Унта ҫак таса турӑша упранӑ. Хальхи ҫӑмӑл мар вӑхӑтра та Турӑ амӑшӗ Раҫҫей патшалӑхне тӑшманран хӳтӗлесе ҫӗнтерӳ патне илсе пырасса шанаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех Кирилл Патриарх хӑватлӑ турӑша ҫӗршыв тӑрӑх илсе ҫаврӑнма пилленӗ. Ҫапла майпа Турӑ амӑшӗн Хусанта курӑннӑ сӑнарӗ Шупашкарта та пулчӗ.

Турӑран пулӑшу ыйтма килекенсем таса сӑнар умне килӗсенче упранакан турӑшсене те илсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫутӑ сӑнара управӑш евӗр ытти таса япаласемпе те сӗртӗнеҫҫӗ. Турӑ амӑшӗн Хусанта курӑннӑ сӑнарӗн авалхи турӑшне халӗ Саранск хулине илсе ҫитернӗ.  Кашни хуларах ун умӗнче Ҫӗнтерӳшӗн кӗл туса анлӑ молебен ирттереҫҫӗ.


Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина