Тухтӑрсем килех килчӗҫ

Ачасене хӳтӗлемелли уяв умӗн республикӑри офтальмологи клиника больницинчи тухтӑрсем Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен хавшак ачасен интернатӗнче пурӑнакансен куҫӗсене тӗрӗслерӗҫ.

Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен хавшак ачасен интернатӗнче 148 ҫын пурӑнать. Республикӑри офтальмологи клиника больницин тухтӑрӗсем хальхинче 50 ытла ачан сывлӑхне тӗрӗслерӗҫ. Ҫакӑн йышши акци кунта пӗрремӗш хут иртрӗ. Интернатра пурӑнакансене больницӑна илсе ҫӳреме кансӗр, ҫавна май тухтӑрсем хӑйсем ҫитни уйрӑмах меллӗ.

Хальхи йышши хатӗрсем пулӑшнипе тухтӑрсем ачасен куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗсленисӗр пуҫне, чирӗсене те вырӑнтах тупса палӑртма пултараҫҫӗ.

Малашне республикӑри офтальмологи клиника больници ҫакӑн йышши акцисене ытларах йӗркелеме палӑртать.


Оксана Верликова, Димитрий Макаров