Тӗрлӗ халӑх культурипе йӑли-йӗркине кӗнекесем урлӑ кӑтартаҫҫӗ

Наци библиотеки Наци ӗҫӗсен федераци агентстви тата республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе "Кӗнеке урлӑ - халӑхсен ҫураҫӑвӗ патне" проект пурнӑҫа кӗртет. Унпа килӗшӳллӗн вулавӑшра литература каҫӗ иртрӗ.

Уява Тутарстан, Мордва республикисенчи, Чулхула облаҫӗнчи, Мускавпа Питӗр хулисенчи ҫыравҫӑсемпе куҫаруҫӑсем хутшӑнчӗҫ. Проектӑн тӗп тӗллевӗ  - тӗрлӗ халӑх культурипе йӑли-йӗркине кӗнекесем урлӑ кӑтартса парасси. Тӗл пулӑва халалласа залра кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Темиҫе куна пынӑ ӗҫ-пуҫ вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем валли викторинӑсемпе пултарулӑх сехечӗсем иртрӗҫ. Ҫавра сӗтел тавра пухӑннисем литература куҫарӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Проектпа килӗшӳллӗн Комсомольскипе Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсенчи вулавӑшсенче те писательсемпе тата куҫаруҫӑсемпе тӗл пулусем йӗркеленӗ.


Оксана Верликова, Михаил Солин