Тӗрлӗ чӗр чуна кӗҫех онлайн курса савӑнма пулӗ

Республикӑри 3 лаптӑкра ҫут ҫанталӑка кунӗн-ҫӗрӗн ӳкерме пултаракан фотохатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Пӗри - Шупашкар, иккӗшӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче. Ҫапла чӗр чунсен пурнӑҫне тӳрремӗн сӑнама май пур.

Пӗрне Ҫӗрпӳри заказникри сӑвӑрсен йӑви ҫывӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Кунта пысӑк ҫемье пурӑнать. Ку чӗр чунсем курӑк тата хурт-кӑпшанкӑ ҫиеҫҫӗ. Сӑвӑрсем кӗҫех ҫывӑрма выртаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗчченех  йӑваран тухмаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхне вӗсене 1988-мӗш ҫулта килсе янӑ. 2005-мӗш ҫултанпа шутне ӳстерес тӗллевпе заказник йӗркеленӗ. Ку чӗр чунсене тытма юрамасть. Анчах та сӑвӑрсем хӑйсем пурӑннӑ ҫӗртен 40 ҫухрӑм таран аякалла каяҫҫӗ. Унта вара вӗсене сунарҫӑсем тӗл пулма пултараҫҫӗ.

Сӑвӑрсем ҫинҫе сас кӑлараҫҫӗ, ҫынсенчен ытлашши хӑрамаҫҫӗ. Ҫапах та видео тата сӑнукерчӗксем ҫак чӗрчунсене тата ҫывӑхрах сӑнама май параҫҫӗ. Акӑ, кунта вӑл пӗччен, кунта - йышпа. Каҫпа йӑва тӗлне тилӗ те ҫитсе курнӑ. Ҫак илеме Чӑваш Ене энергипе тивӗҫтерекен компани сайтӗнче кӗҫех он-лайн курма пулать.

 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров