Ҫӗнӗ вӑхӑт, урӑх курӑм, хальхи сӗм кӳнӗ ӗҫсем. Курав экспоначӗсем хушшинче вӗт шӑрҫаран, пӑхӑр жетонсенчен тунӑ капӑрлӑхсем, паянхи самана сӑнне кӗртнӗ чӑваш ҫи-пуҫӗ, тӗрлӗ техника усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗксем. Ӳнерҫӗсем тӑван халӑх историйӗпе, культурипе тахҫантанпа, хӑшӗ мӗн ачаран, кӑсӑкланаҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче ӑстасем чӑваш халапӗсене тӗпе хураҫҫӗ. Кашнин уйрӑм стиль, килӗштернӗ ӗҫ материалӗ, технологийӗ. Анастасия Зимина 10 ҫул ытла наци ҫи-пуҫӗпе капӑрлӑхӗсене тӗпчет, авалхи япаласене ҫӗнӗ сӗм кӗртет. Куравпа паллашакансем ӑста ҫав тери тарӑн тишкерӳ витӗр ӗҫленине палӑртаҫҫӗ.
Алена Ефимова фотограф хӑйӗн ӗҫӗсенче коллаж, тӗрӗ, цианотипи техникисене усӑ курать. Алшӑлли ҫине куҫарнӑ пӗр пӑхсан ӗлӗкхи пек курӑнакан сӑнсем тӳрех ҫывӑхрах пӑхса тӗпчеме илӗртеҫҫӗ.
Ксения Туктарова художник та мӗн ачаран Юхма Мишши хайлавӗсене килӗштернине палӑртать. Вӑл керамикӑпа та, пирпе те ӗҫлет. Акварель графики пулӑшнипе хӑйӗн курӑмне пурнӑҫа кӗртесси те ҫывӑх уншӑн.
Чӑваш тӗррин музейӗнче куравпа паллашас текенсене нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен кӗтеҫҫӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров