Тӗрӗ асамӗн тыткӑнне лекнисем

Чӑваш Республикин наци библиотекинче "Асамлӑ тӗрӗ" клуб чылай ҫул ӑнӑҫлӑ аталанать. Унта ӑсталӑхне ӳстерекен тӗрӗҫӗсем ҫулсерен хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал ҫыруллӑ эрешсен уявне вулавӑш ҫумӗнчи "Еткер" фольклор ушкӑнӗ илем кӳчӗ.

Светлана Трофимова кунашкал курава пӗрремӗш хут хутшӑнать: вӑл ҫур ҫул хушшинчех тӗрӗ вӑрттӑнлӑхне алла илсе ыттисене тӗлӗнтермелӗх пӗчӗк эрешсем хатӗрлесе ӗлкӗрнӗ. "Куҫ хӑрать те ал тӑвать", - тет Светлана.

Наци библиотекинче "Асамлӑ тӗрӗ" клуб 11-мӗш ҫул ӗҫлет. Ӑна пуҫарса ярса ертсе пыраканӗ Евгения Жачева тӗрӗ ӑсти пулнӑ. Тӑван халӑхӑн еткерне упрас, халӑх хушшинче сарас тесе тӑрӑшакан вулавӑш тӑватӑ ҫул каялла тепӗр маҫтӑра ҫак яваплӑха хӑй ҫине илме сӗннӗ. Клуб ертӳҫи хӑйӗн вӗренекенӗсене икӗ ушкӑна пайласа тӗрлеттерет.

Тӗрӗ асамӗн тыткӑнне лекнисем кашни кӗҫнерникун ӗҫ хыҫҫӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ кунта. Йӗп чикмелли пӗчӗк минтер, ал тутри эрешленинчен пуҫланакан ӑсталӑх кӑткӑс ҫӗвӗсемпе пысӑк сӗтел ҫитти, туй пӗркенчӗкӗ тӗрлесси таранах ӳссе ҫитме пултарать: паллах, иленӳ вӑйлӑланса пырсан. Куравра вӗсем мӗнле аталанса пыни уҫҫӑн курӑнать.

Куравра чӑваш тӗррине тӗпчесе ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пулать. Моисей Спиридонов, Алексей Трофимов, Геннадий Орков ӳнер тишкерӳҫисен, Екатерина Ефремова, Мария Симакова, Татьяна Шаркова ӑстасен ӗҫӗсем тӗрлӗ ҫӗввӗн пӗлтерӗшӗ, эрешсен философилле тарӑнӑшӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ. Авалхи ал ӗҫӗн хакне пӗлекенсем ӑна ӳнер тӗлӗнтермӗшӗ пекех пахалаҫҫӗ.

Ытти халӑхсене те тӗлӗнтерекенни - пирӗн тӗрӗсен пиччӗн енӗпе тӳнтер енне уйӑрса илме май ҫукки. Ҫак ҫыпӑҫулӑха клуба ҫӳрекенсем пысӑк маҫтӑр ҫумӗнче вӗренеҫҫӗ. Надежда Кузнецова - республикӑри чи сумлӑ ӑстасенчен пӗри-ҫке-ха, вӑл Раҫҫей карттине тӗрленӗ чухне Чӑваш Ен сыпӑкне хатӗрленӗччӗ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче халӑх пултарулӑхне вӗрентекен уйрӑм пур. Клуб ӗҫне унти преподавательсем те хутшӑнаҫҫӗ, усӑллӑ канашсемпе пулӑшаҫҫӗ.

Курав наци библиотекинче ака уйӑхӗн 12-мӗшчен пырать, кӑсӑкланакансем унччен асамлӑ тӗрӗсене кайса курма васкӑр.

 

Марина Карягина, Святослав Петров