Кӑҫалхи конференцие Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пӗлӳ учрежденийӗшӗн ку паллӑ ҫулталӑк ячӗпе ирттернӗ пӗрремӗш пысӑк ӗҫ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - историри чӑнлӑха сыхласа хӑварасси, ҫамрӑксене Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарасси. Пирӗн патшалӑх хаклӑхӗсене упрассинче культурӑпа ӳнер яланах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра ку енӗпе тунӑ курӑмлӑ проектсенчен пӗри - Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти. Мӑн асаттесем фронтра ҫапӑҫнӑ чухне ырӑ сӑмахпа, патриотизм юррисемпе хавхаланнӑ, чунӗсене йӑпатнӑ. Ҫак йӑла паянхи кун та сыхланса юлнӑ. Хальхи вӑхӑтра та госпитальсенче сипленекенсемпе ҫапӑҫу хирӗнчи ентешсем патне культура ӗҫченӗсем тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хастарсем хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ, фронта кирлӗ ытти ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Тӗрлӗ халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарма институтра курав йӗркеленӗ. Конференци программине патриотла юрӑ-ташӑ илем кӳчӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов