Пӗлтӗр Чӑваш Ен наци кӗрешӗвӗсен тӗнчери пӗрремӗш вӑййисене йышӑннӑччӗ. Ун чухне тупӑшу программинче чӑваш кӗрешӗвӗ те тивӗҫлӗ вырӑнта пулчӗ. Республикӑра пулса иртнӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑм ҫак спорта аталанма ҫул уҫса панӑ. Малтанласа республикӑра тренерсене хатӗрлеме тытӑннӑ, кӗрешӳ правилисене ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑнпа ҫамрӑксем те ытларах явӑҫма пуҫланӑ. Кавир ҫине тухакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе кӑна пырать, палӑртрӗҫ уява уҫма хутшӑннӑ хӑнасем.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре ку спорт енӗпе 24 уйрӑм ӗҫлет. Вӗсенче 500 ытла спортсмен ӑсталӑхне туптать. Республикӑри округсенче ҫирӗп командӑсем йӗркеленӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчен, сӑмахран, чемпионата 24 ҫын хутшӑнчӗ.
Пурӗ турнирта 360 ытла кӗрешӳҫӗ вӑйне тӗрӗслерӗ. Вӗсен йышӗнче Тутарстан делегацийӗ те пулчӗ. Хӑйсен ушкӑнӗсенче Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Елчӗк, Канаш, Етӗрне тӑрӑхӗсенчи тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисенчи спортсменсем палӑрчӗҫ. Чи вӑйлисем республикӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗме тивӗҫ пулчӗҫ. Вӗсем малашне Чӑваш Ен чысне регионсем тата ҫӗршывсем шайӗнчи ӑмӑртусенче хӳтӗлӗҫ.
Леонид Петров, Святослав Петров