Хор концерчӗ 3 гимн шӑрантарнинчен пуҫланчӗ - Раҫҫей, Чӑваш Ен тата Славян ҫырулӑхӗпе культурин мухтав юррисем мӑнаҫлӑн янӑрарӗҫ. Пухӑннисене культура министрӗ Светлана Каликова саламларӗ. Республикӑра 128 халӑх ҫынни килӗштерсе пурӑннине, вӗсем хӑйсен культурине, йӑли-йӗркине аталантарма пултарнине палӑртрӗ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑван чӗлхене те упрамалла терӗ.
Пӗрлештернӗ хор пурӗ 9 юрӑ шӑрантарчӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ тӗрлӗ ҫавра ҫулсене халалланисем. Сӑмахран, Шупашкарӑн 555 ҫулне, Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине, Михаил Глинка - 220 ҫул, Дмитрий Кабалевский - 120 ҫул, Аркадий Островский - 110, Анисим Асламас - 100 ҫул, Евгений Крылатов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хор сцена ҫине те вырнаҫаймарӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ юрӑҫсем хайлавсене пӗр саслӑ пулса шӑрантарчӗҫ.
Дирижерӗ - Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александра Васильева. Юрӑҫсем унпа ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулнине пӗлтерчӗҫ. Лиза Челышева "Крылатые качели" юрра солист пулса шӑрантарчӗ. Хӗрача 8-мӗш ҫул музыка шкулне ҫӳрет. Кун пек мӑнаҫлӑ хорпа юрлама ӑна питӗ килӗшнине каларӗ.
Николай Корниенко иерей ҫакӑн евӗр концерт Кирилпа Мефодий ҫветтуйсене Турра тӑван чӗлхепе мухтама май туса панишӗн тав тумалли мел, терӗ. Кун пек уявсене малашне те ирттерессине пӗлтерчӗҫ йӗркелӳҫӗсем.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова, Николай Семенов