Техника ан чӑхӑмлатӑр тесен ӑна вӑхӑтра тимлӗх уйӑрмалла

Патшалӑх техника надзорӗнчи инспекторсем ҫулсерен ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем хушшинче конкурс ирттерсех машин-трактора хӗле мӗнле хатӗрленине хак параҫҫӗ. 

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Александр Артемьев фермер хуҫалӑхӗн 800 гектар ҫӗр. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 50 гектарне ҫӗрулми йышӑнать. Малтанласа купӑста уйӗсем те аванах анлӑ пулнӑ. Тирпейлеме йыш ҫуккипе ҫак ҫимӗҫе лартма пӑрахнӑ. Хальхи вӑхӑтра уй-хир ӗҫне вӗҫленӗ, ҫуркуннерен хура кӗрчченех ырми-канми ӗҫленӗ техника пушаннӑ. Хуҫалӑхра тырӑ вырмалли 2 комбайн, тепри - ҫӗрулми пуҫтарса илмелли. Тата 8 трактор пур. "Пӗр туяннӑ чух ытларах усӑ курас, пулӑшӑвне нумай ҫул туйса тӑрас килет", - тет Александр Артемьев. Ҫавӑнпа тимӗр учӗсене хӗл каҫарассине пысӑк тимлӗх уйӑрать.

"ВДС" предприятин хальлӗхе уйра ӗҫлекен техника та пур. Тракторсем ҫӗр сухалас ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри тасалса хӗле кӗрет. Инспекторсем кустӑрмасене пушатма, комбайн йывӑрӑшне темиҫе уйӑх чӑтса ларасран тӗрлӗ меслетпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Тӗрлӗ хутӑш сӗрмесӗр те техникӑна хӗллехи управа яма хушмаҫҫӗ. Ҫак йӗркесене хуҫалӑхра ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ.

Трак тӑрӑхӗнчи хуҫалӑхсен тырри кӗлетре, пахча-ҫимӗҫӗ - управӑшра. Купӑста касса пӗтерсен кӗрхи ӗҫ вӗҫленнӗ теме пулать. "Таябинка" агрофирмӑн уй-хирӗ аслӑ,  техника паркӗ - анлӑ. 7 пин гектар ҫӗр сухаласа ҫуркуннене хатӗрленӗ. Пысӑк лаптӑк ҫинче тухӑҫлӑ ӗҫлес тесен хӑватлӑ машин-трактор туянсах тӑмалла. Предприятире патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курсах тӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ техника типтерлӗн упрама тӑрӑшаҫҫӗ. Хӗвел ҫиесрен тӗрлӗ агрегат кустӑрмине сӑрланӑ, ӗҫре ҫирӗп пулмалли сӑнчӑрсене пушатнӑ. Пысӑк калӑпӑшлӑ техникӑна хӳтлӗхе лартма йывӑртарах. Кун пеккине юр-ҫумӑртан витсе те пулин хӳтӗлӗҫ. Хӑшӗ-пӗри ҫуркуннеччен ӑшӑ пӳлӗмсенче канӗ. Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем патне малтанласа вырӑнти комисси пайташӗсем ҫитсе техникӑна хӗллехи управа мӗнле хатӗрленине хак панӑ. Халӗ суйласа илнӗ хуҫалӑхсене республика шайӗнчи инспекторсем тӗрӗслеҫҫӗ. 
Ҫулран-ҫул курав-конкурса хутшӑнакансен йышӗ ӳсет. Пӗлтӗр, сӑмахран, 259 хуҫалӑхра хӗле хатӗрленекен техникӑна хак панӑ.


Алиса Александрова, Вадим Владимиров