Театр ӳнерне чунӗпе парӑннӑ маҫтӑр

СССР халӑх артисчӗ, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, ҫӗршыври театрсен "Ылтӑн маска" наци премийӗн лауречӗ Валерий Яковлев 85 ҫул тултарчӗ. Ӑста  режиссёр хӑйӗн ҫавра ҫулне яланхиллех тӑван Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче, ентешӗсемпе, тӑванӗсемпе, ӗҫтешӗсемпе пӗрле паллӑ турӗ.

Валерий Яковлевпа унӑн ҫывӑх ҫыннисене тӑван Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри "Сурпан" ансамбль, тараватлӑ ял ҫыннисем ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Унтан вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Валерий Николаевич кашни ҫавра ҫулне пысӑк йышпа ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхне килесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Авалхи тӗнпе пурӑннӑ ялти йӑла-йӗркене пӑхӑнса ҫитӗннӗ ачана ӗмӗр тӑршшӗпех ҫак ҫӗр вӑй-хӑват парса тӑрать.

Ҫак пӳртре йӑлтах пулас артист, режиссёр ачалӑхӗнчи пекех, кӑмакине кӑна пӑснӑ. Кашни сӑн ӳкерчӗк вӗҫӗ-хӗррисӗр аса илӳ вӑратать, кашни япала ҫинчен сехечӗпе каласа памалли пур Валерий Николаевичӑн. Ашшӗсӗр ӳснӗ ачана аслашшӗ вӗрентсе калани, амӑшӗн сӑмахӗсем пурнӑҫ тытмалли йӗркен никӗсӗ пулса юлнӑ уншӑн. Спектаклӗсенчи самантсем, вӑйӑ-кулӑ хальчченех пӗчӗк чухнехи юмах тӗнчинчен килсе тӑраҫҫӗ тейӗн. Мӑшӑрӗ те, РСФСР тата Чӑваш халӑх артисчӗ Нина Яковлева, ҫӗнӗ ҫынла ҫак киле пӗрремӗш хут килнине паянхи пек астӑвать.
63 ҫул - мӑшӑрӗпе пӗрле аслӑ сцена ҫинче. Икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ Яковлевсем. Куракан асӗнче юлакан вуншар роль калӑпланӑ. Яковлев лартнӑ чаплӑ спектакльсен шутне кам пӗлет-ши? Пултарулӑх каҫне пуҫтарӑннисене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем илемлӗх ертӳҫин пурнӑҫӗпе туллин паллаштарчӗҫ. Экран ҫинче вӑл вылянӑ спектакль сыпӑкӗсене те курма май пулчӗ.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн тӗп Культура керменӗнче пултарулӑх каҫӗ малалла тӑсӑлчӗ. Лӑк тулли зал умӗнче Валерий Яковлев ячӗпе килнӗ сумлӑ ҫынсен телеграммисене вуласа пачӗҫ, ҫавӑн пекех культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский театр ӳнерне чунӗпе парӑннӑ маҫтӑра хӑй ячӗпе те, республика Пуҫлӑхӗ ячӗпе те хӗрӳллӗн саламларӗ. Ентешӗсен пурин те Валерий Николаевича каламалли ӑшӑ сӑмах пур.

Валерий Яковлев ҫавра ҫулӗпе ҫыхӑннӑ пултарулӑх каҫне тӑван театрта куракансене юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йыхравлать.

 


Марина Карягина, Екатерина Янгалакова