Таврари халӑхсен культурин пуянлӑхне пӗрлештерекен килти музей

Пушкӑрт республикинче пурӑнакан Заки Нагаев хӑйӗн хуҫалӑхӗнче керамикӑпа ал ӗҫ ӑсталӑхӗн музейне уҫнӑ. Пултарулӑх лаҫҫи чӑвашлӑхпа та паллаштарать.

Заки Исмагиловичӑн хуҫалӑхӗ урамранах эрешлесе илемлетнӗ авалхи ҫурт-йӗре аса илтерет. Алӑкран ура ярса пуссанах чӑн-чӑн керамика тӗнчине пырса лекетӗн. Ҫӳлӗксем ҫинче тӑмран калӑпласа кӑмакара ҫунтарнӑ савӑт-сапа, республикӑн хӑйнеевӗрлӗ пуянлӑхӗпе паллаштаракан парне кӳлеписем, тӗрлӗ вӑхӑтри халӑх паттӑрӗсен сӑнӗсем, ертӳҫӗсемпе ветерансем сӑнарланнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине халалланӑ ӗҫсем те пур. Вӗсене калӑплама маҫтӑра сӑпайлӑ та пултаруллӑ чӑваш хӗрӗ пулӑшать.

Ал ӗҫ ӑсти пултарулӑхне туптаса пынӑ май чылай ҫул ӑнӑҫлӑ тӑм вӑрттӑнлӑхне тӗпченӗ. Ӑна вӑл халӗ хӑй кӑна пӗлекен меслетпе тӗрлӗ хутӑш ярса унать. - Кун евӗр технологи урӑх никамӑн та ҫук,- тет. Ҫавӑнпа та кӳлепесем хӑйне евӗр ҫутӑ тӗслӗ тата ҫирӗп пулаҫҫӗ.

Ҫумри пӳлӗмре вара куракан ӗлӗкхи пурнӑҫа таврӑнать. Уйрӑмах аслисем хӑйсен ачалӑхне аса илеҫҫӗ. Мӗн авалтан хресчен пӳртӗнче усӑ курнӑ сӗтел-пукан, тӗрлӗрен хатӗр-хӗтӗрпе вырӑн айӗнчи йӑвара ҫӑмарта пусма ларнӑ хур ами таранчченех кӑтартнӑ. Ҫак пуянлӑхпа хӗпӗртенӗ май ал ӗҫ ӑсти пирӗн халӑхсен чӗлхе пӗрпеклӗхне те савӑнсах палӑртать.

Аваллӑх кӗтесӗпе керамика лаҫҫи такама та илӗртет. Унсӑр пуҫне Заки Нагаев кӑмӑл тӑвакансене ӳнер ӑсталӑхне те вӗрентет. Тивӗҫлӗ канура пулсан та, мал ӗмӗтпе пурӑнать.

Хуҫалӑхпа паллашса киленнӗ май музейри ҫуллӑ лампӑ умӗнче хур тӗкӗнчен чӗрсе тунӑ калемпе эпир те хӑна кӗнекинче ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑвартӑмӑр.

 

Алексей Енейкин, Евгений Данилов