Таврана та ырӑ шӑршӑ сарӑлать тейӗн

Шупашкарти хальхи ӳнер центрӗнче чӑн-чӑн ҫулла хуҫаланать. Унта ирис, люпин тата ытти чечексем ҫурӑлнӑ - Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗн Ирина Чипенкон картинисенче. 

Курав уҫӑлнӑ кун Ирина Чипенко сӑрӑ ӑстине хавхалантарма чылайӑшӗ чечек ҫыххипе килнӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, 20 ҫул ытла ӗнтӗ ырӑ шӑршӑллӑ ӳсен-тӑрансен черченлӗхне сӑнлать.  Ирина Чипенко сӑмахӗпе, чечек ӗмӗрӗ кӗске - вӑрӑмлатма вара сӑрӑпа киҫтӗк пулӑшать. Хӑйӗн хайлавӗсенчи тӗп сӑнарӗсене вӑл юнашарти ҫырма-ҫатрара та, ҫулҫӳревре те шыраса тупать. Чи кӑсӑклӑ истори ҫак ириссемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсене ӳкерме художник ирхи тӑваттӑ валли пӗр пахчаҫӑ патне ҫӳренӗ. Ҫеҫкесем ӑна хӑйсен хӗрлӗ-кӑвак тӗсӗпе тыткӑнланӑ.

Ирина Чипенко пур чечеке те килӗштерет. Ҫеҫке ҫурнӑ пиҫен те сӑрӑ ӑстишӗн ҫум курӑк мар. Ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленме пӗлни хӑйнеевӗрлӗ картинӑсем тума пулӑшать те. Ӳнерҫе Раҫҫейӗпех пӗлеҫҫӗ. Чипенко хушамата художниксем тахҫанах чечекпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Экспозицире ҫӗр ытла ӗҫ вырӑн тупнӑ. Курав валли ӳкерчӗксене тӗплӗ суйланӑ. "Хӗл хыҫҫӑн куракансене ҫуллахи ӑшӑ парнелес килчӗ", - тет ӳнерҫӗ.

Ку - ӳнерҫӗн Чӑваш Енре йӗркеленӗ 2-мӗш куравӗ. Ҫуллахи улӑх-ҫаран илемӗпе киленме тата шухӑшра та пулин тин шӑтнӑ курӑк тӑрӑх чупса тухма Хальхи искусство центрӗнче пуш уйӑхӗн 23-мӗшчен пулать.


Вероника Павлова, Виктор Степанов