Тавралӑх упрама хистес тӗллевпе

Шупашкарти юхан шыв портӗнче ҫӳп-ҫап пӑрахмалли хӑйнеевӗрлӗ савӑт вырнаҫтарнӑ. Пулӑ евӗр арт-объекта пӗрлешӳре ӗҫлекенсемех ӑсталанӑ.

Ӑна ахальтен мар ҫак лаптӑкра вырнаҫатарнӑ. Кунта уҫӑлса ҫӳрекен ялан йышлӑ. Хӑшӗ-пӗри пластик кӗленчесене, ытти ҫӳп-ҫапа ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта пӑрахса хӑварать. Ҫапла тасамарлӑх пуҫтарӑнса каять. Тимӗр пулӑ ӑшне вара пластик кӑна ывӑтма юрать. Ӑна кайран тепӗр хут тирпейлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Экологи культурин Ҫулталӑкӗ пулнӑ май, кӑмӑл тӑвакансене "Таса Атӑл" конкурса хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Проект Пӗтӗм Раҫҫейри "Краски Чувашии" фестивальпе килӗшӳллӗн иртет. Унта 4 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Вӗсен пластик кӗленче хупкӑчисенчен Атӑла упрама чӗнекен ӗҫсем тумалла. Ӑна ӳкерсе илсе "Краски Чувашии" фестивалӗн сайтне вырнаҫтармалла, кӗске анкета тултармалла. Конкурса авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли Шупашкар юхан шыв порчӗн музейӗнче тата "Чебоксары" карап ҫинче экскурсисем йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне, паллах, парнесем пулаҫҫӗ.


Диана Иванова, Игорь Ульянов