Тавралӑх тасалнипе кӑмӑл ҫӗкленет

Ҫуркунне тавралӑх юртан тасалса ҫӗнӗрен чӗрӗлнипе танах куҫ тӗлне хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ тасамарлӑх та тухать. Ҫавна май субботниксем ирттересси йӑлара. Шупашкарти ытти чылай лапам пекех Амазони этнокомплекс таврашӗ те ӑпӑр-тапӑртан тасалса ҫӗнӗрен сывласа ячӗ.

Унти ӗҫ-пуҫа хулари шкулсенче тӑрӑшакансем, волонтерсем, хастарсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Ен Раҫҫейӗпех пыракан "Ешӗл ҫуркунне" субботнике тухрӗ.

Мӑнкун умӗн пӳрт-ҫурта тасатасси йӑлара. Ҫавӑн пекех ҫӗр типшӗрсен кил таврашӗнчи ӑпӑр-тапӑра та пуҫтараҫҫӗ. Шӑматкун пысӑк йышпа ӗҫлеме тухнисем палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп хуламӑр - пирӗн пысӑк кил. Ҫавӑнпа унӑн тасалӑхӗпе типтерлӗхӗшӗн кунта пурӑнакансем яваплӑ. Кӑҫал Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ май чылай хӑна килсе ҫитӗ. Вӗсене вара таса та илемлӗ хулара кӗтсе илме кӑмӑллӑ.

Уҫӑ сывлӑшра ӗҫлесе вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тенисене пурне те кӗреплесемпе, перчеткесемпе, ҫӳп-ҫап тултармалли михӗсемпе тивӗҫтернӗ. "Ҫакнашкал пӗрле ӗҫленин ырӑ енӗсем нумай", - теҫҫӗ ҫак кун парка ӗҫ хатӗрӗсемпе тухнисем. Ҫанталӑкӗ ӑшӑ, ӗҫтешсемпе калаҫса ӗҫлеме аван, тавралӑх тасалса пынине курсан кӑмӑл ҫӗкленет.

Хӑйсен ирӗкӗпе ырӑ ӗҫ тӑвакансем те таврари тасалӑхшӑн. Вӗсем те ушкӑнпа пуҫтарӑнса тухнӑ. "Волонтерсен кирек ӑҫта та малта пулмалла, тӗслӗх кӑтартса хӑйсем хыҫҫӑн ертсе пымалла", - теҫҫӗ ҫамрӑк хастарсем.

Шӑматкун шкул картишӗсенче, таврашӗсенче, парксенче халӑх йышлӑ пулчӗ. "Амазони" этнокомпексра кӑна ҫак кун 200 ытла ҫын тӑрӑшса ӗҫлерӗ Кашниех тӑван ҫӗре тасарах та хӑтлӑрах тӑвассине хӑй тӳпине хыврӗ. Экологи ҫулталӑкӗнче ҫакӑ уйрӑмах пӗлтӗрӗшлӗ.


Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Михаил Солин