Тӑвай тата Канаш округӗсенче Правительство Кунӗ иртрӗ

Муниципалитетсен ӗҫ кӑтартӑвӗ тата ҫитес ҫулсенчи аталану планӗ - ҫӳллӗ шайри тимлӗхре. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫак кунсенче Канашпа Тӑвай тӑрӑхӗсенче Правительство кунне ирттерчӗ.

"Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе ҫур ҫул каялла Тӑвайӗнчи библиотекӑна тӗпрен ҫӗнетнӗ. Унтанпа кунта ҫӳрекенсен йышӗ 10 процент таран ӳснӗ. Ҫуртра таврапӗлӳпе ал ӗҫ ӑстисен пӳлӗмӗсем уҫӑлнӑ. Ачсене валли тӗрлӗрен вӑйӑ вылямалли тата калаҫу кӗтесӗ тунӑ. Ҫапла майпа ҫӗнелнӗ ҫурт ваттине те, вӗттине те илӗртет.

Тӑвай тӑрӑхӗ ӗҫ кӑтартӑвӗпе республикӑра вӑтам вырӑнта ҫирӗпленнине палӑртмалла. Иртнӗ ҫулсенче муниципалитет, чӑн та, сахал мар аталаннӑ. Ҫапах та, тумалли тата нумай. Сӑмах май, ял хуҫалӑх ӗҫне йӗркелессинче тухӑҫлӑрах тӑрӑшмалла. 2030-мӗш ҫул тӗлне вара ку тӑрӑхра ҫӗнӗ пысӑк проект пурнӑҫа кӗтрме палӑртнӑ. Вӑл ял хуҫалӑх продукцине туса илнипе пӗрлех тирпейлесе ӗҫе кӗртессипе ҫыхӑннӑ. Регион ертӳҫи халӑха канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене те хуравларӗ. Вӗсене пӗрле татса памалли майсем пирки калаҫрӗ.

Правительство кунӗ Канаш тӑрӑхӗнче те тухӑҫлӑ иртрӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейӗ ҫитсе пынӑ май залра 101 ҫулти Владимир Рожков вӑрҫӑ ветеранне чысларӗҫ. Курскпа Воронеж ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура аманнӑскер сипленнӗ хыҫҫӑн связиста вӗренсе тепӗр хут тӑшмана хирӗҫ тӑнӑ. Ҫӗнтерӗве Чехословакире кӗтсе илнӗ. Килне аслӑ сержант 1947-мӗш ҫулта таврӑннӑ. Канашлура муниципалитет кун-ҫулне тӗплӗн тишкерчӗҫ. Ялсем хулапа пӗр администрацие пӗрлешнӗ хыҫҫӑн канашсем ҫын шучӗпе ҫеҫ мар, аталану кӑтартӑвӗпе те республикӑра малти 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫитес вӑхӑтра кунта чӑх-чӗп ӗрчетессипе, ҫӳп-ҫап тирпейлессипе тата ҫул-йӗр логистикине анлӑлатассипе пысӑк проектсем пуҫарма палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, халиччен пухнӑ паха опыта усӑ курса ытларах укҫа-тенкӗ явӑҫтарма май паракан центрсем ӗҫлеттерсе ямалла. Ҫак ыйтусене татса пани ытларах ҫынна тӑван тӑрӑхрах юлма пулӑшӗ.

Ҫак самантсене шута илсе канашсен малашлӑхӗ пысӑк тата ӳсӗмлӗ пулассине палӑртмалла. Халӗ лартнӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртесси юлать.

 

Алексей Енейкин, Николай Скворцов