Тӑван тавралӑха тасалӑхра тытасси

Авалхи пурлӑха сыхланипе пӗрлех тӑван тавралӑх пуянлӑхне те хаклама вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче халӑха ҫут ҫанталӑка упрама ыйтакан курав уҫӑлчӗ.

Аваллӑх управӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче архивистсемпе ӑсчахсем, ҫут ҫанталӑк тусӗсемпе вырӑс географи пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурне те пӗр ыйту шухӑшлаттарать - тӑван тавралӑха экологи тӗлӗшӗнчен тасалӑхра тытасси. Ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑма шута илсех кӑҫал Чӑваш Енре Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗпе перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ӑсчахсемпе таврапӗлӳҫӗсен калаҫмалли, паллах, нумай. Уйрӑмах вӗсем шыв-шурсемпе вӑрман пуянлӑхне пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине палӑртаҫҫӗ. Ҫак ыйтусене архив ӳкерчӗксен куравӗпе тата ӗлӗкхи документсем урлӑ ҫутатать. Вӑл шутра Совет тапхӑрӗнчи тӑван тавралӑх пуянлӑхне упрама чӗнекен плакатсем те пур. Ҫуртри тӗрлӗ лаптӑкра экологсемпе вӑрманҫӑсен династийӗсене халалланӑ документсемпе, ҫут ҫанталӑка сӑнарланӑ ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе паллашма пулать. Экспозици пуриншӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ архивистсем.


Алексей Енейкин