Тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнӑва татмаҫҫӗ

Чӑваш ҫӗрӗ ӳстернӗ мухтавлӑ ывӑлсем тӑван тӑрӑхран аякра тӗпленсе пурӑнаҫҫӗ пулин те республикӑпа ҫыхӑнӑва татмаҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ хастарсене чуншӑн хаклӑ вырӑнӗн кун-ҫулӗ, шӑпи, пуласлӑхӗ, ҫитӗнӗкен ӑрӑвӗн малашлӑхӗ шутлаттарать. Ҫак кунсенче "Сыны Отечества" пӗрлешӳре тӑракан офицерсем Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗҫ.

Мӗн ачаран ҫӗршыва юратса ӳснӗ, тӑван ҫӗр хӳтӗлевҫин профессине суйланӑ ҫар ҫыннисемшӗн, паллах, тӗп вырӑнта ачасемпе ҫамрӑксене патриотизм, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен тивӗҫлӗ воспитани парасси. Ҫак ыйту тавра чылай калаҫрӗҫ тӗлпулура. Халиччен мӗнле ӗҫленине пӗтӗмлетӳ евӗр каласа кӑтартрӗҫ. Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, сӑмахран, ҫӗршывӗпе вӗҫев аппарачӗсен 15 палӑкне лартнӑ.

Вӗсенчен 10-шне - Чӑваш Енре. Шупашкарти 22-мӗш шкул картишне вертолет килсе вырнаҫтарсан, ку вӗренӳ учрежденийӗнче ӑс пухас текенсен шучӗ 20 процент чухлӗ ӳснӗ. Ачасен туртӑмӗ пуррине кура вӗсен пуласлӑхӗшӗн тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлес килет, тет мухтавлӑ ентеш.

"Сыны Отечества" пӗрлешӳ офицерӗсем республикӑна час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ. Хӑнана кӑна мар, вӗсем килни кашнинчех пӗр-пӗр пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа ҫаврӑнать. Ӑмӑртусем, тӗплӗ калаҫусем ачасене вӗренӳре, спортра тӑрӑшуллӑрах пулма хавхалантарса хӑвараҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Йӗпреҫ, Каҫал тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑксен вӑй-хӑватне, хастарлӑхне хак пама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ вӗсем.

Ҫитес уйӑхран вара тӗп хулара Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Хушӑвӗпе йӗркелекен "Воин" центр ӗҫлеме пуҫлӗ. Кӑҫалччен ҫӗршыври ҫар искусствисен пӗрлешӗвӗпе Хӳтӗлев министерстви хатӗрленӗ программӑна 12 регион хутшӑннӑ.

Кӑҫалтан - 25. Унпа килӗшӳллӗн ачасем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "Звездный" кану лагерӗнчи вӗренӗве хутшӑнӗҫ. 
Чӑваш чӗлхи, тӑван култура аталанӑвӗ пирки те калаҫрӗҫ тӗл пулура. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Сергей Кириенко хушӑвӗпе Акатуй ВДНХ лапамӗнче иртмелле. Ҫавӑн пекех тӗрленӗ карттӑна юрӑ-кӗвӗпе анлӑлатма, илем кӳме палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн ытти ҫитӗнӗвӗсем те курӑмлӑ. 2024-мӗш ҫулта шыври спорт тӗсесен центрне тума пуҫласшӑн. Ҫавӑн пекех ачасене тӑван чӗлхене вӗрентессине тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхсем кӗрессине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ регионта.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ май офицерсем малашне те тӑван регионпа тачӑ ҫыхӑнура пулма шантарчӗҫ.


Алиса Александрова