Ташӑпа ветерансене тав тӑваҫҫӗ

Шупашкарта "Ҫӗнтерӳ вальсӗ" йӑлана кӗнӗ акцине хатӗрленме пуҫланӑ.

Ташӑ студине тӗрлӗ ӑрурисем ҫӳреҫҫӗ: шкул ачисем те, ҫитӗннисем те. Паянхи куна 60 ҫын акцине хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Занятисем эрнере 4 хут иртеҫҫӗ. Лариса Сергеевапа Петр Тямаков "Салют" тата Трактор тӑвакансен культура керменӗсенче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. "Ҫӗнтеру вальсӗ" акцине иккӗшӗ те 3-мӗш ҫул хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли 3 ташӑ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ вальсӗнче ҫаврӑннисӗр пуҫне куракансене танго тата хальхи ташӑпа тӗлӗнтерӗҫ. Аслисенчен ҫамрӑксем те юлас темеҫҫӗ.

"Ҫӗнтерӳ вальсӗ" акци республикӑра 2015-мӗш ҫултанпа иртет. Унта хутшӑнакансем ҫапла майпа ветерансене, тылра ырми-канми ӗҫленисене тав тӑваҫҫӗ. Ташӑ картинче пурне те курма хавас. Кӑмӑл тӑвакансене тӗп хулари "Ритм" студире кӗтеҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов