Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене тата патриотсене пӗрлештерекен турнир

Красноармейскинче Афганистан вӑрҫинче паттӑрла пуҫ хунӑ Валерий Кацовпа Виталий Степанова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва кӑҫалхипе 40-мӗш хут йӗркелерӗҫ.

Тупӑшӑва хамӑр тӑрӑхри кӗрешӳҫӗсем, Мари республикинчи тата Свердловск облаҫӗнчи спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Малтанах ҫамрӑк армеецсемпе Афганистан вӑрҫин ветеранӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалласа лартнӑ палӑк умне чечексем хучӗҫ. Пуҫтарӑннисене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов саламларӗ, турнир сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене тата паттӑрсен ятне сума сӑвакансене пӗрлештерекен пулӑм пулнине палӑртрӗ.

Ӑмӑртӑва чылай ҫул пӗр сиктермесӗр Ҫӗнӗ Йӗкӗтре ҫуралса ӳснӗ Валерий Кацовпа Енӗшкассинчи Виталий Степанова халалласа йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем 1982-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫар ретне тӑнӑ, душмансене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Иккӗшӗ те паттӑрла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн вӗсене Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе чысланӑ. Мухтавлӑ салтаксен ячӗ тӑванӗсен, тус-юлташӗсемпе ентешӗсен асӑнче упранать. Спорт уявӗ те ҫакна ҫирӗплетет.

Ҫамрӑк спортсменсем мала тухассишӗн тӗрлӗ ӳсӗмре вӑй виҫрӗҫ. Кавир ҫине арҫын ачасемпе танах хӗр ачасем те тухрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ.


Оксана Верликова, Иван Макеев