Сипленме килекенсене те, тухтӑрсене те кунта хӑтлӑ та меллӗ

Шупашкарта кӑҫал хальхи йышши 2 врач офисӗ ҫынсене йышӑнма пуҫланӑ. Университет микрорайонӗнчи — вӗр ҫӗнӗ,  Красин урамӗнчине—  тӗпрен юсанӑ.

Аталанса пыракан тӗп хулари "Университет" микрорайонӗнче пурӑнакансем тахҫанах ҫӗнӗ офис уҫма ыйтнӑ.  Вӑраха тӑсӑлнӑ ыйтӑва 3 уйӑх каялла татса пама май килнӗ. Пациентсене ку таранччен 88-мӗш ҫулта уҫнӑ кивӗ ҫуртра йышӑннӑ. Ҫӗннине хута яма республика бюджетӗнчен 11 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницин йышне кӗрет.

Халӗ сипленме килекенсене те, тухтӑрсене те хӑтлӑ майсем туса панӑ. "Перекетлӗ" технологи стандарчӗсене тӗпе хунӑ. Пӳлӗмсем пысӑк та ҫутӑ. Сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ - коридорсенче шутарман сий сарнӑ, Брайль шрифчӗллӗ паллӑсем  вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнӗ офисра пациентсене 7 тухтӑр йышӑнать.

Ҫынсем тинех килтен аякка каймасӑр терапевт патне лекме, анализ пама, прививка тутарма тата диспансеризаци тухма пултараҫҫӗ. 2 вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар уйрӑмӗнче  тӗрлӗ процедура тӑваҫҫӗ.

Хулари 1-мӗш клиника больницин Красин урамӗнчи офисӗнчи улшӑнусем те урамранах палӑраҫҫӗ. Сывлӑх енчен хавшакраххисене кӗрсе тухма меллӗ пултӑр тесе ятарлӑ картлашкасемпе пандуссем вырнаҫтарнӑ. Пациентсене кирлӗ кабинета тупма тата тухтӑр йышӑнасса кӗтме меллӗ. Кунта 7 пин ытла ҫын хӑй сывлӑхне тӗрӗслеттерет. Вӗсене 4 терапевт йышӑнать. Зоя Герасимова 40 ҫула яхӑн медицина сестринче тӑрӑшать. Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ офисра ӗҫлеме те кӑмӑллӑ, тет.

Кунта диагностика тухмалли кабинет, процедура тата прививка тумалли уйӑрӑм пӳлӗмсем пур. Кивӗ офиса тӗпрен ҫӗнетме 8 миллион ҫурӑ тенкӗ ытла усӑ курнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен палӑртнӑ тӑрӑх, медицина пулӑшӑвӗ кӳмелли хальхи йышши инфраструктура тӑвасси - наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.

 

Ирина Николаева, Николай Марков.