Хальхи йышши музей проектне хатӗрлеме чылай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне хут ӗҫӗ те сахал мар. Комисси мӗн палӑртнине хак парса ҫирӗплетни - тепӗр пысӑк та пӗлтерӗшлӗ утӑм. Стройкӑна пуҫлама чӑрмавӗсем те пур, лаптӑкӗ пӗчӗк. Мемориал комплексӗнче Андриян Николаев ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ вырӑн. Культура еткерлӗхӗн палӑкӗ шутланакан ҫурт, улма-ҫырла сачӗ, космонавт скульптури - вӗсен таврашӗнче асӑрханса ӗҫлемелле. Ҫавӑнпа та чылай хушӑ хатӗрленнӗ. Строительство 3 ҫул пырӗ. Проектра 3 хутлӑ ҫурт пӑхса хунӑ.
"Хальхи вӑхӑтра космос технологине кӑтартмалли майсем ҫав тери анлӑ", - палӑртать Александр Николаевич. Ҫав меслетсене туллин усӑ курасшӑн ҫӗнӗ лапамра.
Палӑртни хӑй йӗркипе пулса пырсан 2027-мӗш ҫул вӗҫӗ тӗлне Шуршӑлти Мемориал комплексӗнчи музейӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ уҫӑлмалла.
Алиса Александрова, Виктор Степанов