Шупашкарти юмансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин геройӗсен ячӗсемпе хисепленсе тӑрӗҫ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 80 ҫул ҫитет. Паллӑ пулӑма халалласа республикӑра патриотла тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти Опикасси вӑрманӗнчи юмансене вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсене пама йышӑннӑ.

Юман - чӑваш культурипе сӑмахлӑхӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл ҫирӗплӗхе, мӑнаҫлӑха тата паттӑрлӑха сӑнлать. Юмансене Совет Союзӗн Геройӗсен ячӗсене парас шухӑш биологи наукисен кандидачӗн Евгений Едрановӑн ҫуралнӑ. Ку пуҫарӑва чылайӑшӗ ырласа йышӑннӑ. Ҫапла, Опикасси вӑрманӗнчи 30 яхӑн юман вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗпе хисепленсе тӑрӗ. Хальлӗхе йывӑҫсем ҫинче вӗсемпе паллаштаракан хутсем ҫыпӑҫтарса хунӑ. Каярах ятарлӑ табличкӑсем вырнаҫтарас тӗллевлӗ. Ҫак ырӑ ӗҫре укҫа-тенкӗпе пулӑшас текенсем тупӑнсан аван пулмалла.

 

Диана Иванова, Святослав Петров