Шупашкарти юханшыв портӗнче карапсем вальс "ташларӗҫ"

Ҫапла савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура навигаци тапхӑрне пӗрремӗш хут уҫрӗҫ. Экипажсен ӑсталӑхӗпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те киленчӗ. 

Хӑйсен ӑсталӑхӗпе "Волгарь-7" тата "К-884" тиев турттаракан карапсем тӗлӗнтерчӗҫ. Темиҫе тонна таяканскерсем шыв ҫийӗпе акӑш евӗр ишеҫҫӗ тейӗн. Пушар сӳнтермелли хатӗре те ӗҫе явӑҫтарнӑ. Пухӑннисен кӑмӑлне патриотла кӗвӗсем хӑпартрӗҫ. Чиркӳ чанӗсен мӑнкун янравӗ те уява илемлӗх кӳчӗ. 
Карапсен навигаци тапхӑрне кӑҫал савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хула ҫыннисене чӗнсе пӗрремӗш хут уҫрӗҫ. Ҫапла юханшыв порчӗ шупашкарсене парне тӑвас тенӗ. Сӑлтавӗ те темиҫе - 45 ҫул каялла ГЭС урлӑ кимӗ-карап ҫӳреме тытӑннӑ. Пӗлтерӗшлӗ уявсем татах ҫывхараҫҫӗ.

Карапсем хӑйсен ташшине янравлӑ сасӑпа вӗҫлерӗҫ. Чӑн та, экипажсен ӑсталӑхӗ тӗлӗнтерет. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ кашнинпе тӗл пулса калаҫрӗ. "К-884" карап капитанӗ Евгений Петров ташӑ лартассине пӗлсен вальс-бостон суйланӑ. "Вольгарь-7" капитанӗ Евгений Лазарев та хыпара хапӑлласа йышӑннӑ. Сӑмах май, вӑл хӑйӗн ашшӗпе Анатолий Пантелеймоновичпа чылай ҫул ӗҫлет. Савӑнӑҫлӑ саманта та пӗрле пайларӗҫ.

Экипажсен ӑсталӑхне юханшыв порчӗн ертӳҫи Ванифатий Шайкин пысӑк хак пачӗ. Хастарсене хавхалантарма ҫывӑх ҫыннисем те килнӗ, вӑл шутра ачисемпе мӑнукӗсем. Ҫапла Шупашкарти баржӑсен хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Вӗсем хамӑр республикӑра кӑна мар, Тутарстантпа Чулхула тӑрӑхне те ҫитеҫҫӗ.


Вероника Павлова, Вадим Владимиров, Виктор Степанов