Пӗр кунлӑх кӑсӑклӑ ҫул ҫӳреве тӗрлӗ класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Паллах, вӗсем унччен ялта пулса курнӑ - нумайӑшӗн тӑванӗсем хула тулашӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Апла пулин те Канаш тӑрӑхне вӗсем хавхаланса ҫитрӗҫ. Ачасене малтанах Шӑхасанти Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ шкулпа паллаштарчӗҫ. Сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки нумай каласа кӑтартрӗҫ.
Чакаҫ вӑтам шкулӗнче те Шупашкартан килнӗ хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. Ҫурта 2 ҫул каялла юсанӑ - халӗ вӑл хуларисенчен нимӗнпе те кая мар. Ачасем кунта хӳтӗлев каррисем те ҫыхаҫҫӗ. Паянхи куна 3-мӗшне хатӗрлеҫҫӗ. Хуларан килнӗ хӑнасем те ҫак ӗҫе хутшӑнчӗҫ.
Ачасем шкулпа паллашнӑ хыҫҫӑн хаваслӑ эстафетӑна хутшӑнчӗҫ. Хуларисемпе ялтисем хутӑш ушкӑнсем йӗркелесе тупӑшрӗҫ: ҫӑпата сырса, ухватпа чукун йӑтса чупрӗҫ.
Мӑкӑр кӗперӗ ачасене уйрамах кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӗсем Раҫҫей шайӗнчи истори палӑкӗ ҫинчен тимлӗн итлерӗҫ. Ӑна нимӗҫ инженерӗ Шумахер 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тунине, ку вӑл ҫӗршывра чи пысӑк чукун ҫул кӗперӗ пулнине пӗлчӗҫ.
Ҫӗнӗ Шелттеме ҫитсен ачасем "Мелилотус" пӗрлешӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Кунта пыл, квас, лимонад, чей тата ытти продукцине туса кӑлараҫҫӗ. Ӗҫ укҫийӗ ҫынсене тивӗҫтерет, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ ялтах тӗпленнӗ. Ҫӳреве пӗтӗмлетсе ачасем ялпа хулара пурӑнмалли майсем халӗ пӗрешкелтерех пулнине палӑртрӗҫ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов